Иртнĕ çулсенчи çул çÿревсем паллă вырăнсене çитсе курма май пачĕç. Уйрăмах Таса Афон тăвĕ чун-чĕрене тыткăнларĕ.
Таса Афон тăвĕ – чăн-чăнах тĕлĕнмелле вырăн. Вăл çÿлти патшалăха каякан çул çинче вырнаçнă тесе палăртаççĕ кунта пурăнакансем. Ку тăрăхра 20 православи мăнастирĕ вырнаçнă. Вĕсенче грек, вырăс, грузин, армян, серб арçын манахсем пурăнаççĕ. Афон – манахсен республики. Вĕсем хăйсен саккунĕсене, йăли-йĕркисене çирĕп тытса пыраççĕ. Çак таса вырăна, ятарлă саккунпа килĕшÿллĕн, хĕрарăмсене пырса кĕме чарнă.
Таса Афон – Турă Амăшĕ таса хĕр Мария суйласа илнĕ вырăн. Вăл çакăнта пурăнакан халăхсен хушшинче пуçласа Христос тĕнне сарнă.
– Эпĕ сире хамăн хÿтлĕхе илетĕп. Сирĕншĕн Турă умĕнче кĕлĕ тăвăп, – тенĕ вăл вĕсене. Икĕ пин çул ытла пурăнать кунти халăх Христос тĕнне йышăнса.
Таса Афон çинче пурăнакан арçын манахсем ĕмĕрсем хушши Христос Турă вĕрентĕвĕсене пурнăçа кĕртес тесе ывăнмасăр ĕçлеççĕ.
Çул çÿревре Эгей тинĕсĕнчи Эвбей, Ион тинĕсĕнчи Корфу утравĕсем çинчи сăваплă вырăнсенче пултăмăр. Эвбей утравĕ çинче пурăнакансем хушшинче Иван вырăс салтакĕ çинчен тĕлĕнмелле аса илÿсем упранаççĕ. Ăна кунта пурăнакансем çветтуй тесе шутлаççĕ: Иоаннис Россос тесе ят панă грексем Иван салтака.
1710-1713 çулсенче Раççейпе Турци çĕршывĕсем хушшинче вăрçă кĕрленĕ.1711 çулта тинĕс хĕрринче вырнаçнă Азов текен хула çывăхĕнче тан мар çапăçусем пулса иртнĕ. Турккăсен йышлă çарĕ вырăссен Пĕрремĕш Петĕр патша ертсе пыракан çарне пысăк çухатусем кÿнĕ. Тан мар çапăçура вырăс салтакĕ – Иван турккăсен тыткăнне лекнĕ. Ăна Стамбул хулине илсе кайнă, Эвбей утравĕ çинче пурăнакан çар пуçлăхне – янычара чуралăха панă.
Янычар хаяр, кавар чĕреллĕскер, тыткăнри вырăс салтакне ислам тĕнне йышăнма хушнă. Иван унăн хушăвне йышăнма пултарайман. Ăна тăтăшах хĕсĕрленĕ: хĕненĕ, выçăпа асаплантарнă, йывăр ĕçре нушалантарнă. Чăтнă, хăй тăтăшах çÿлти Турăран тÿсĕмлĕх ыйтнă.
Утрав çинче пурăнакан грексем, турккăсем, армянсем Иван чăтăмлăхĕнчен, вăл чун-хавалĕнче православи тĕнне упранине курса тĕлĕннĕ. Иван çинчен утравра çеç мар, Турцире те ырă хыпар сарăлнă, турккăсен патши те çакăн çинчен пĕлнĕ. Патша ятарласа утрав çине килнĕ. Ивана: «Мĕншĕн асапланатăн, ислам тĕнне йышăн», – тенĕ.
– Эпĕ пĕртен-пĕр Турра – Иисус Христоса йышăнатăп, ăна ĕненетĕп. Эсир асаплантарни мана Христос Туррăмăр патне çывхартать, – тесе хуравланă вырăс салтакĕ.
Тыткăнра 19 çул асапланнă Иван. 1730 çулхи майăн 27-мĕшĕнче вилнĕ. Христиансем ăна юлашки çула пысăк чыспа ăсатнă.
Виçĕ çул иртнĕ хыççăн Прокопио хулинче пурăнакансем тупăка уçса пăхнă та тĕлĕннĕ – унăн ÿчĕ улшăнмасăр упраннă. Çакăн çинчен янычарсем те пĕлнĕ. Вĕсем Иван ÿтне тупăкран илсе кăвайт çине пăрахнă. Унăн ÿчĕ те çунман, çулăмпа хăрăмланнă анчах. Янычарсем вырăс салтакĕн асамлă вăйĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Утрав çинче пурăнакансем Ивана çветтуйсен шутне кĕртнĕ.
1922 çулта Эвбей утравĕ çинче çĕр чĕтреннĕ. Прокопио хули тĕпренех арканнă. Хула çыннисем Грецие куçнă май, хăйсемпе пĕрле Иван тупăкне те илсе кайнă. 1925 çулхине каялла илсе килнĕ.
1951 çулта хулара Иоаннис Россо çветтуй ячĕпе кĕлĕ çурчĕ хăпартса лартнă. Унта тăвăртарах алăкран кĕмелле, урай варринче кĕмĕлтен тунă саркофаг вырнаçтарнă. Унăн ăшĕнче çветтуй Иванăн ÿчĕ упранать. Çветтуйăн пичĕ çине ылтăн пластина хунă. Тĕрлĕ çĕршывсенчен килсе çитнĕ çынсем саркофаг умне черете тăраççĕ. Вĕсем вырăс салтакĕнчен пăшăлтатса пулăшу ыйтаççĕ. Иван вĕсен нушисене сирсе ярасса шанаççĕ. Ахальтен мар Эвбей утравĕ çине çÿрекенсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать.
Иван салтакăн саркофагĕ умĕнче тарăн шухăша кайса чылай вăхăт тăтăм.
– Малашне те килсе çÿрĕр, – тесе сĕнчĕ кĕлĕ çурчĕн настоятелĕ. Вăл мана та грек, вырăс, акăлчан чĕлхипе Иоаннис Россос çветтуй çинчен çырнă кĕнекене парнелерĕ. Раççей салтакĕсене пысăк салам калама хушрĕ. Вырăс салтакĕ вĕсене куллен пулăшса тăнине лайăх пĕлсе тăраканскер çакăншăн тав туса манăн аллă хытă чăмăртарĕ.
Н.БОГДАНОВ,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Кивĕ Арланкасси ялĕ.