Шалти ĕçсен органĕсенче тăрăшакансем йĕркелĕхпе саккунлăха, граждансен лăпкăлăхне, вĕсен прависемпе интересĕсене хÿтĕленĕрен халăх лăпкăн пурăнма, ĕçлеме тата канма пултарать. Хăрушлăхпа çыхăннă çак ĕçе таса та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ сотрудниксем. Уяв умĕн эпир Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕпе Алексей Алексеевпа курса калаçрăмăр.
– Ырă кун пултăр, Алексей Константинович. Уяв умĕн эсир яланах хăвăрăн ĕçĕр-хĕлĕре пĕтĕмлететĕр, малашлăх плансене палăртатăр. Районти криминогенлă лару-тăру пирки кĕскен каласа парсамăр.
– Полици пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмран тата ытти киревсĕрлĕхрен асăрханас тĕллевпе профилактика ĕçĕсем туса пыраççĕ. Çак тĕллевпех тĕрлĕ рейдсем йĕркелесси, ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тачăрах çыхăнса ĕçлесси, пĕрлехи профилактика кунĕсем ирттересси йăлара. Кăçалхи 10 уйăхри преступленисен шучĕ иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 1 тĕслĕх ÿснĕ – пурĕ 61 преступлени тунине тупса палăртнă /преступленисене пĕтĕмĕшле уçса параслăх 95,2 процентпа танлашнă/. Ÿснисен шутĕнче уйрăмах йывăр /2018 çулта – 2, 2019 çулта – 3/, йывăр /8-15/, вĕлерессипе хăратнă /10-15/, çаратассипе çыхăннă /2-4/, обществăлла вырăнта /7-8/, урамра тунă /4-7/ тата ытти преступленисем. Вăтам йывăрлăхлă /14-9/, пысăках мар /36-34/, ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă /12-10/ преступленисем чакнă. Шел пулин те, иртнĕ çул çынна вĕлерессипе çыхăннă – 1, кăçал вара 2 преступлени пулчĕ.
Юлашки вăхăтра халăх шанăçĕпе усă курса тунă ултавлă преступленисен шучĕ ÿсни пăшăрхантарать. Иртнĕ çул та, кăçал та ултавçăсенчен инкек тÿснĕ 4-шар преступлени регистрациленĕ. Граждансемпе иртекен тĕл пулусенче çак паянхи пурнăçăн çивĕч темине çĕклесе ăнлантару ĕçĕсем пурнăçлатпăр, çакăн пирки хаçатра тăтăшах çыратпăр пулсан та карас телефон, Интернетри социаллă çыхăнусем урлă тавар илнĕ чух улталанакансен е ют счет çине укçа-тенкĕ куçарса паракансен йышĕ ÿссех пырать. Республикăра кунне 15 преступлени регистрациленет пулсан, 10-шĕ ултавпа çыхăннă преступлени пулни паллă /кăçалхи 10 уйăхра республикипе преступниксем 67 млн. ытла, районта 484 пин тенкĕ вăрланă/. Ултавçăсенчен хур тÿснĕ хыççăн пиртен пулăшу ыйтса заявлени çыракана яланах çакăн евĕр ыйту паратпăр: «Эсир илтнĕ-и ултавпа çыхăннă преступленисем çинчен, пĕлнĕ-и кашни çынна шанма юраманни пирки?». Хуравĕсем пĕр евĕрлĕ: «Илтнĕ, пĕлнĕ, анчах та çак тĕслĕх мана пырса тивмĕ тесе шутланă». Майлă самантпа усă курса манăн граждансене яланах тимлĕ пулма ыйтас килет. Интернет урлă тавар туяннă чух асăрханăр – шанчăклă çăл куçсемпе анчах çыхăнăр. Иккĕленÿллĕ СМСсене уçса вуламалла мар, банк карттисен номерне, вăрттăн кодне е ытти кăтартăвĕсене ют çынсенчен вăрттăнлăхра упрăр, ултавлă шăнкăравсенчен асăрханăр. Çак ансат сĕнÿсене шута илни инкекрен упрать.
– Çул çитменнисем çине эсир яланах пысăк тимлĕх уйăратăр…
– Çул çитменнисем тенĕрен, кăçал 2 преступлени регистрациленĕ. Пĕрремĕшĕ вăл çын вĕлернипе çыхăннă. Ун пирки следстви комитечĕн ĕçченĕсем хаçатра маларах тĕплĕн çырса пĕлтерчĕç. Тепри – иртнĕ çултан куçнă преступлени. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи пĕр ялти çамрăк çын шанăçĕпе усă курса теприсен счечĕ çинчи укçа-тенке палăртнă счет çине куçарнисĕр пуçне хăйĕн счечĕ çине те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн куçарса пынă, çавна май 8 пин тенкĕ ытла нухрат пухнă.
Сăмах май, манăн ашшĕ-амăшне ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтас килет. Воспитани ĕçĕ çемьерен пуçланать тетпĕр. Ачасене кулленхи пурнăçра анчах мар, виртуаллă тĕнчере те çирĕп контроль кирлĕ. Вĕсем камсемпе хутшăннине, калаçнине, мĕнле ĕçсемпе интересленнине пĕлмелле анчах мар, тĕрĕслемелле те. Интернет уçлăхĕнче çитĕнекен ăрушăн йăлтах интереслĕ. Çарамас арçынсемпе хĕрарăмсен сăн ÿкерчĕкĕсемлĕ, усала вĕрентекен, экстремизм шухăшĕсене саракан информацисемлĕ сайтсене те кĕме пултараççĕ вĕсем. Çавăнпа та иккĕленÿллĕ страницăсене кĕни, палламан çынсемпе çыхăну тытни пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарни пирки ăнлантарсах тăмалла вĕсене, компьютер умĕнчи е телефонпа ларас вăхăтне чикĕлемелле /ку енĕпе ятарлă программăсем пур/. Республикăра хĕр ачасем те, арçын ачасем те сиенлĕ сайтсене кĕрсе аслисенчен хур тÿснĕ, е вĕсене хăратса хĕсĕрленĕ, укçа-тенкĕ ыйтнă тĕслĕхсем пĕрре анчах мар пулчĕç.
Юлашки вăхăтра ăнăçсăр çемьесен шучĕ, ашшĕ-амăшĕ ĕçке ярăнса пынă тĕслĕхсем ÿссех пыни те пăшăрхантарать. Паянхи кун тĕлне полици пайĕнче çакăн евĕр 15 çемье шутра тăрать, вĕсенче 36 çул çитмен ача çитĕнет. Уйрăмах Елчĕк, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенчен чылаййăн вĕсем. Çемьесенчи лару-тăру та чылай чух пĕрешкел – упăшкисем урăх регионсене ĕçлеме тухса каяççĕ, ниçта та ĕçлемен арăмĕсем çак тапхăрта ирĕклĕ пурнăçа хăнăхса ушкăнсене пуçтарăнса ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхеççĕ. Упăшкисем таврăнсан çак сăлтава пула мăшăрсем хирĕçеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхне туйманран ачасем те ирĕклĕ пурнăçа хăнăхса пыраççĕ. Пурăнма е вĕренме тивĕçлĕ условисем пулманни вĕсене киревсĕр çул çине тăма хистет. Çак çемьесемпе эпир тивĕçлĕ ĕçлесе пыратпăр.
– Пăшăрхантаракан пулăмсем тата та пур паллах?
– Çул-йĕр çинчи лару-тăру пăшăрхантарать. Çулсем çĕнелсе те такăрланса пынă май аварисен шучĕ ÿссе пырать. Раççей çулĕсем çинчи аварисенче çулталăкне пĕр хулара пурăннă чухлĕ çын пурнăçран уйрăлнине çирĕплетет статистика. Сăлтавĕ ытларах чухне водительсенче: хăвăртлăх виçине пăхăнманнинче, руль умне ÿсĕрле ларнинче тата ытти те. Çуран çÿрекенсен те тимлĕ пуласчĕ, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнасчĕ. Кăçал районти çул-йĕрсем çинче пурĕ 6 /иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 5/ авари пулчĕ, вĕсенче 2 çын /1/, вилчĕ, 14-шĕ /5/ аманнă. 6-ран 4 тĕслĕхĕнче водительсем ÿсĕр пулнă. Мĕн калас килет халăха? Çул çинче кашни темиçе метртан ГИБДД инспекторне тăратаймастăн. Хамăрăн пурнăçшăн тата сывлăхшăн хамăр яваплă пулнине асрах тытар.
– Коллектив пирки мĕн каланă пулăттăр?
– Районти обществăлла йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ĕçре паянхи кун 32 сотрудник вăй хурать. Хальхи вăхăтра пĕр вакантлă вырăн пур пирĕн – участоксенчи уполномоченнăйсен ертÿçи кирлĕ. Пирĕн коллектив çамрăк, пултаруллă та хастар, вăй питти, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен сотрудниксенчен тăрать. Паянхи çăмăл мар пурнăç полици ĕçченĕсенчен яваплăха тата та ÿстерме хистенине, çирĕп дисциплина кирлине кашни сотрудник аван ăнланать. Паллă ĕнтĕ, йĕрке хуралĕнче тăрăшакан тĕрлĕ подразделени ĕçченĕ пĕр-пĕринпе, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлени хăйĕн уссине кÿрет. Çавна май районти йĕрке хуралĕн ĕçĕ тивĕçлĕ шайра пурнăçланать тесе çирĕплетсе калама пулать.
– Ыран – Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ.
– Полици сотрудникĕ кашни кунах йĕркелĕх хуралĕнче вăл. Çак çăмăл мар ĕçре вăй хуракансене, шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнă ветерансене, вĕсен çемйисене – пурне те чун-чĕререн уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунатăп.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: районти полици пайĕн коллективĕ.