Вăрçă çулĕсем никамшăн та çăмăл килмен. Кашни çемьене пырса тивнĕ вĕсем.
Вырăскассинче çуралса ÿснĕ Ф.Медведев çар ретне 1930-мĕш çулсенче тăнă. Çамрăкранах çÿллĕ те тĕреклĕ пулнипе палăрнă вăл. Шăпа ăна республикăри 200 çамрăкпа пĕрле Белоруссинчи çар округне илсе çитернĕ.
Çирĕп сывлăхлă та тавçăруллă чăваш йĕкĕтне кунта тÿрех асăрханă, полк шкулне вĕренме янă. 6 уйăх çар ĕçне вĕренсе аякка перекен 250 миллиметрлă тупă командирĕ пулма хăнăхнă Елчĕк каччи. Унтан çамрăка артиллери полкĕнче взвод командирĕн пулăшуçи пулма шанаççĕ.
1939 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче фашистсем Польша çине тапăнса кĕрсен, çĕршывра кĕске вăхăтрах офицер кадрĕсем хатĕрлес ĕçе пуçарнă. Вĕсен йышне Ф.Медведева та илнĕ. Курсра виçĕ уйăх вĕренсен артиллерин кĕçĕн лейтенантне 1940 çулхи раштав уйăхĕнче запаса яраççĕ.
Вăрçă пуçлансанах Вырăскасси çамрăкне çар ретне илеççĕ. Çурçĕр-хĕвел анăç фронтĕнче артиллери подразделенийĕн боепитани взвочĕн командирĕ пулма çирĕплетеççĕ, каярах 57 миллиметрлă тупăсен батарейинче взвод командирĕ пулма шанаççĕ.
1943 çулхи авăн уйăхĕнче 525-мĕш стрелковăй полкри артиллери батарейин взвочĕн командирĕ Ф.Медведев йывăр аманать, «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçет. Сывалсан каллех вăрçă хирне таврăнать. Тăшмана çĕршывран хăваласа Берлина çитет Федор Осипович. Рейхстага илме хутшăнса унăн стенисем çине хăйĕн хушамачĕпе ятне çырса хăварать.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вĕçленсен Ф.Медведева Совет Çарне юлма ыйтнă. Офицер 1947 çулччен Германире службăра тăнă. Хĕрлĕ Çăлтăр, Отечественнăй вăрçă орденĕсене /II степень/, «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн» медальсене юнĕпе-тарĕпе, пысăк паттăрлăхĕпе çĕнсе илнĕ вăл.
Вăрçăран таврăнсан «Путь Ленина» хуçалăха ертсе пырать пултаруллă ентеш. Çамрăк ăру çитĕнсен ертÿçĕ тилхепине вĕсене сĕнет, хуçалăхри ытти ĕçсенче вăй хурать. Мирлĕ вăхăтра та сахал мар наградăна тивĕçет: Чăваш АССР Аслă Канашĕн, КПСС Чăваш обкомĕн Хисеп грамотисене тата ытти те. Халăх хушшинче ырă та сăпайлă пулнипе палăрса тăнă вăл.
Вăрçă ветеранĕ тинех пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ, анчах та унăн ырă ячĕ халăх асĕнче.