«Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракансен савăнăçĕ те, хавхаланăвĕ те иксĕлми.
Эпир кунта кая юлса çитнишĕн ферма хĕрĕсем айăплă мар. Ĕç кунĕ ытти çынсем вăраниччен пуçланнăран, ĕне выльăха апатлантарнă, ирхи сăвăм вĕçленнĕ хыççăн вĕсем килĕсене кайма ĕлкĕрейнĕ анчах. Шел, тĕл пулса калаçма тÿр килмерĕ.
Апла пулин те ферма территорийĕ ĕç шавĕпе кĕрлесе тăчĕ. Кунта ушкăнпа тухнă туслă коллектив – специалистсем, шут ĕçченĕсем те сĕтел хушшинче ларса юлман, халĕ ĕнтĕ аякранах вĕр çĕнĕ курăнса ларакан, реконструкци тунă вите çывăхĕнчи тăккаланчăка, строительство материалĕсен юлашкисене пухса тасатрĕç.
Иртнĕ çулсенче – районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕр-пĕринчен юлмасăр сысна йышлăн ĕрчетнĕ вăхăтра çак витере те выльăхсем лăк туллиех пулнă. Ун хыççăн вăл пушах ларнă. Паян пĕр пăта, ыран тепĕр пăта çапмасан, усă курманскер, юхăнма та пултарĕ. Валерий Германов председатель çакна шута илнĕ те. Никĕсĕ çирĕп пулнăран тăн-тăн ларакан çак объекта паянхи условисене тивĕçтермелле реконструкци тăвасси пирки вырăнти строительсен бригадин бригадирĕпе Валерий Соколовпа канашланă. Паллах, пулас витене тунă çĕрте хăш ĕçсене тĕп вырăна хунине тата мĕнле материалсемпе усă курассине сÿтсе явнă. Ĕç калăпăшĕ пысăк, укçи-тенки те сахалах мар – 5 миллион тенкĕрен кая мар кирлĕ пуласси малтанах паллă пулнă.
– Укçа пур, кивçен илмĕпĕр. Шутланă ĕçе тумаллах, – тенĕ председатель çирĕппĕн.
Çапла майпа строительсем çăва тухсанах хĕрÿ ĕçе пикеннĕ. Демонтаж, бетон, монтаж ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакан ятарлă бригадăсене ютран та чĕнсе илме тивнĕ. Вырăнти строительсем валли те тĕрлĕрен ĕç çителĕклех пулнă. Владимир тата Сергей Соколов платниксем, Валерий Баранов механизаторпа Александр Васильев сварщик халĕ те фермăран кайма пĕлмеççĕ, кунта вĕсем валли ĕç тупăнсах пырать.
Тĕплĕн реконструкци тунă витене çак эрнере самăртакан ушкăнри тата пăрулаттарма хатĕрлекен ĕне выльăха вырнаçтарнă. 70 метра яхăн тăсăлакан 4 ретлĕ вите илемлĕ те курăнать. Ăна çĕнетсе хăтлăх кÿни – ĕне выльăх ялан тăрса-выртакан вырăна хăма урай сарни, вĕсен умĕнчи çĕнĕрен ăсталанă таканасем çине пăрăх тăрăх ăшă шыв юхса çитни, тислĕк кăларакан транспортерсене çĕннисемпе улăштарни, кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра та витене кирлĕ пек çутатса ăшăтас тĕллевпе çи витти тавра хальхи йышши материалтан тунă чÿречесем вырнаçтарни тата ыт. те – продукци туса илессине тата ÿстерме май памаллах. Хальхи вăхăтра та ял хуçалăх предприятийĕнче иртнĕ çулхинчен ытларах аш-какай, сĕт туса илеççĕ. Черетлĕ хĕл тапхăрĕнче ĕне выльăха кирлĕ пек тăрантарма çителĕклĕ апат хатĕрлесе хăварнă.
Ферма ĕçченĕсен хавхаланăвĕ пысăк пулнăран кăтартусем ÿссе пыраççĕ. Ферма коллективне пĕр-пĕрин хыççăн çамрăксем хутшăннине те ырă пулăм вырăнне хурса хакламалла. Альбина Уткина, Людмила Павлова, Татьяна Крылова, Ирина Алексеева, Надежда Ленцова, София Леонтьева, Надежда Стекольникова выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе Наталия Матросова ферма заведующийĕ, Наталия Аверкина оператор-учетчица çĕнĕ ĕмĕт-туйăмсем, хавхалану илсе килнĕнех туйăнаççĕ. Ялăн, пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн малашлăхĕ те çамрăксен аллинче.
Светлана АРХИПОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.