Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чунра – çутă

Чунра – çутă

Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче куç курманнисен Пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тунă.

Çакна асра тытса районти тĕп библиотекăра районти «Шурă туя» клуб членĕсемпе тĕл пулу, «Чунра çутă упранать» ятпа тематикăлла каç йĕркелесе ирттернĕ. Библиотека тытăмĕн ĕçченĕсем хальхи вăхăтра 270 пин ытла куç курман çынна пĕрлештерсе тăракан обществăлла организацин историйĕпе паллаштарнă.

Тĕл пулăва Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи куç курманнисен обществин председателĕ Г.Михайлов, секретарĕ – Н.Смирнов, районти инвалидсен обществин председателĕ Л.Анисимова, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи И.Аникина, Пенси фончĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн клиентсемпе ĕçлекен служба ертÿçи З.Яковлева, А.Ястребова офтальмолог тухтăр хутшăннă. Вĕсем куç курманнисене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравланă.

Библиотекарьсем «Тĕнчене курма пулăшатпăр» кĕнеке куравĕпе паллаштарнă. Япăх куракан çынсем валли ятарласа хатĕрленĕ журналсемпе кĕнекесене Шупашкарти Л.Толстой ячĕпе хисепленекен библиотекăран кÿрсе килнĕ.

«Шурă туя» членĕсем те парăмра юлман. Хăйсем пурнăçа юратнине, шухăш-кăмăлĕсемпе, ĕмĕт-тĕллевĕсемпе ыттисенчен кая мар пулнине палăртса алă ĕçĕсен куравĕпе паллаштарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code