Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сысна çурисен рахит чирĕ

Сысна çурисен рахит чирĕ

«Чух-чухсем» рахитпа чирлени сысна ĕрчетес ĕçре пысăк тăкак кÿрет.

Чир сăлтавĕ – сысна амисен тата çамрăк выльăхсен апат рационĕ Д витамин, минераллă веществосем, микроэлементсем тĕлĕшĕнчен чухăн пулни, çутă çитменни. Ытларах чухне çамрăк сыснасен 70-75 проценчĕ рахитпа чирленине ака-раштав уйăхĕсенче регистрацилеççĕ. Чирĕн çăмăл тĕсĕ пулсан сысна çурисен виçи чакать. Вĕсем известь пур япаласене кăшлаççĕ, çулаççĕ, тислĕк шĕвекне ĕçеççĕ. Рахитăн çăмăл тĕсĕ палăрăмсăр иртет. Çак вăхăтра тата хăш-пĕр выльăхсем хырăмлăхпа çинçе пыршăн, аялти тип пыршăн шыççипе аптăрама пултараççĕ. Чир вăтам шайра пулсан сысна çурисем сÿрĕкленсе каяççĕ, вĕсен уткаларăшĕ улшăнать. Нумайрах выртаççĕ, вăраххăн тăраççĕ, урисем чĕтреççĕ. Ку чухне шăмă тытăмĕнче çакăн пек улшăнусем пулса иртеççĕ: сыпăсем сарăлаççĕ, уксахласси палăрать. Çак паллăсене 2-4 уйăхсенчи сысна çурисенче асăрхама пулать.

Вăхăтра сипленмесен рахит йывăр тĕсе куçать. Сысна урисем «Х» е «О» сас паллисем пек пулса каяççĕ. Чирлĕ выльăхсен юнне тĕрĕсленĕ хыççăн гемоглобинпа эритроцит шайĕ пĕчĕкленни палăрать.

Рахитран сыватас тесен выльăхсен апат рационне витаминсемпе, макро тата микроэлементсемпе пуянлатмалла, выльăх-чĕрлĕхе ультрафиолет пайăркисем çитмелле.

А.БЫКОВА,
районти ветстанцин терапевт тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code