Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Вĕренекенсем — хаçат редакцийĕнче

Вĕренекенсем — хаçат редакцийĕнче

Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви 2019 çулхи 25-29-мĕшĕсенче «Твой выбор профессии» ятпа волонтерсемпе профориентаторсен республикăри акцине йĕркелет. Акцие вĕренекенсене пулас профессине тĕрĕс суйласа илме пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ. Çак тапхăрта тĕрлĕ професси çыннисем вĕренекенсемпе тĕл пулса хăйсен ĕçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартаççĕ. Ноябрĕн 25-мĕшĕнче «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче Елчĕк шкулĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекенсем Ольга Кузьмина педагог ертсе пынипе экскурсире пулчĕç.

Вĕсем хаçат хатĕрлес тата ăна кăларас ĕç-хĕлпе интересленсех паллашрĕç. Ял хуçалăх пайĕн редакторĕ Светлана Архипова вĕренекенсене хаçат историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, хаçат калăплас ĕç мĕнле пурнăçланнине каласа кăтартрĕ, маларах хаçат кăларас ĕçре усă курнă, халĕ экспонат вырăнне юлнă ĕлĕкхи машинăсемпе тата станоксемпе паллаштарчĕ.

Николай Малышкин тĕп редактор пỹлĕмĕнче калаçу малалла сыпăнчĕ. Николай Федорович килнĕ хăнасене журналист профессийĕпе, кунти ĕçченсемпе, хаçат страницисенче пичетленекен материалсемпе тата статьясемпе, тĕп темăсемпе паллаштарчĕ, ачасене те хаçата тĕрлĕ темăпа калавсем, сăвăсем çырма сĕнчĕ.

Вĕренекенсем экскурсипе кăмăллă юлчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code