Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаçатăн çывăх тусĕ

Хаçатăн çывăх тусĕ

– Район хаçатне куç пек кĕтетĕп, ăна кăмăлланăранах хаçат страницисене пуянлатас, вулакана хамăр тăрăхри пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çынсемпе паллаштарас тесе статьясем те çыратăп, – тесе пĕлтерет Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Геннадий Изосимов.

Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать Геннадий Александрович, çак тĕллевпех вăрçă ветеранĕсем пирки хыпарлакан статьясем хатĕрлет.

Г.Изосимов 9 ачаллă йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн водитель профессине илсе тăван хуçалăхра тăрăшнă. Çарта та водитель пулнă вăл, ракетăсем турттарнă.

1976 çулта ялти хастара культура çурчĕн ертÿçи пулма çирĕплетнĕ. Кунта Герман Герасимовпа пĕрле хор йĕркеленĕ.

Елена ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Геннадий Изосимов юратнă хаçатпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code