Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Пушар – хăрушă

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем районти предприятисемпе организацисенче пулса пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнма хистес, инкек пулас пулсан ăна çухатусемсĕр сирсе яма хăнăхтарас тĕллевпе вĕренÿсем йĕркелеççĕ. Çакăн евĕр черетлĕ вĕренÿ Елчĕкри культура çуртĕнче иртнĕ.

Кăçал районта 17 пушар тухнине регистрациленĕ /иртнĕ çул çак тапхăрта – 16/. Хĕрлĕ çулăм кÿнĕ тăкак 820 пин /пĕлтĕр – 1 миллион та 76 пин/ тенкĕпе танлашнă.

Инкексен тĕп сăлтавĕ – халăх вут-çулăмпа асăрханусăр, электрооборудованисем юсавсăр пулнинче, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене вырнаçтарас йĕркесене пăхăнманнинче.

Пушартан асăрханар, ку енĕпе хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнар.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Право уйăхлăхне

халалласа, ачасене пурнăçри тĕрлĕ киревсĕр пулăмсенчен асăрхаттарса районти йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем кашни шкула çитме палăртнă.

Çак кунсенче Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа, Кушкă тата ытти шкулсенче пулма ĕлкĕрнĕ вĕсем.

Ачасемпе ирттернĕ тĕл пулусем вăхăтĕнче полици ĕçченĕсем наркоманин, табак туртнин, эрех ĕçнин тата ытти киревсĕр йăласен сиенĕсем пирки калаçнă. Интернет уçлăхĕнче асăрхануллă пулмалли пирки те аса илтернĕ, пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе хăрушсăрлăх йĕркисемпе, саккунсен пуххисемпе паллаштарнă.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code