Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăк выльăхсене – тимлĕх

Çамрăк выльăхсене – тимлĕх

Сывă та тĕреклĕ пăру çитĕнтерес, продуктивлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тесен зооветеринари йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçлемелле.

Пăруличчен 2 уйăх малтан ĕнесене уйрăм ушкăнра пăхса усрамалла. Рациона апат тăварĕ, пурă çăнăхĕ, минераллă тăварсем кĕртмелле. Пĕтĕ выльăхсене сума пăрахтарсан лайăх пахалăхлă симĕс утăпа, сĕтеклĕ ытти апатпа, концентратпа тăрантармалла. Утă пулмасан 3-4 килограмм кишĕр, шăтарса сăмсалантарнă сĕлĕ пани усăллă. Ку апатсем А витаминпа пуян. Сума пăрахтарнă пĕтĕ ĕнесене хĕлле те, çулла та 2- 4 сехет уçăлтарма кăларни аван. Хĕвеллĕ кунсенче выльăха вăрах вăхăт уçăлтарни организма Д витаминсемпе пуянлатма пулăшать. Пăруличчен 2-3 кун юлсан тин вĕсене уçăлма кăларма чарăнмалла.

Пĕтĕ ĕнесене пăруличчен 8-10 кун маларах лайăх тасатса дезинфекци тунă пăрулаттаракан уйрăма куçармалла. Çав вăхăтченех выльăхăн ÿт-тирне, ар органĕсене 1 процентлă лизол е марганцовка шĕвекĕпе çумалла. Пăруламалли уйрăмра вăй хума ĕçе лайăх пĕлекен çынсене шанмалла. Вĕсем çĕрлехи вăхăтра та пăрулакан выльăха йышăнма хатĕр пулмалла. Витене таса тытмалла, унта типĕ утă, брезент пулмалла.

Ĕне пăруланă хыççăн кăвапа тымарĕ татăлман пулсан, ăна дезинфекциленĕ хачăпа касмалла, йод шĕвекĕпе сĕрмелле. Ĕне сывă, бруцеллезпа, туберкулезпа чирлĕ мар пулсан, пăрăва амăшне çулаттармалла. Пăруланă хыççăн пĕр сехет иртиччен çамрăк выльăха пĕрремĕш хут амăшĕн тапратнă сĕтне ĕçтермелле. Енчен те ăна кая юлса ĕçтерсен е вăл сивĕнсен, пăрусем вар-хырăм чирĕпе аптăрама пултараççĕ. Пĕр талăкран çамрăк выльăха таса та çутă профилакторие куçармалла. Кунти клеткăсене, урайне кашни кун 4 процентлă натри шĕвекĕпе /шывĕ 70-80 градусран кая мар пулмалла/ дезинфекцилемелле.

Çамрăк пăрусене вар-хырăм чирĕнчен сыхлас тесен, ĕмкĕчлĕ савăтпа усă курмалла. Паллах, усă курнă хыççăн савăтсене малтан сивĕ шывпа чÿхемелле, унтан 1 процентлă сода шывĕпе, кайран вĕри шывпа çумалла.

5 кунран пăрăва сĕт е ĕне ырри, ун хыççăн пĕр сехет иртнĕ хыççăн вĕретнĕ шыв ĕçтермелле. Унăн температури 36-38 градус ăшă пулмалла. Çамрăк выльăха амăшĕн сĕчĕпе 15 кунран кая мар усрамалла. Енчен те амăшĕ чирлесен, пăрăва пĕр вăхăтрах пăруланă тепĕр ĕнен сĕтне ĕçтермелле.

Пĕтĕ сыснасене кирлĕ пек тăрантарса усрасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пахалăх тĕлĕшĕнчен лайăх тата тулăх рационпа тăрантарнă сыснасенчен анчах сывă çурасем илме пулĕ. Апат рационне хатĕрленĕ чухне ама сыснасене белоклă, минераллă тата витаминлă апатсем çителĕклĕ таран уйăрмалла.

Пĕтĕ амасене тăрантармалли уйрăмах хаклă та пахалăх тĕлĕшĕнчен лайăх апат – клевер, люцерна ути. Выльăхсене тăрантарас умĕн утта вĕтетмелле е çăнăх евĕр тумалла. Ăна концентратпа, пĕçернĕ çĕрулмипе хутăштарса памалла. Çу кунĕсенче амасене кĕтĕве кăлармалла. Картишĕнче чухне пăрçа йышши культурăсен курăкĕсене те вĕтетсе, концентратпа хушса памалла. Çакă выльăхсене тутă тытать. Çĕрнĕ, кăвакарнă апат, çуса тасатман тымар çимĕç пĕтĕ амасене чирлеттерме, вăхăтсăр çăвăрлаттарма е çурасене вĕлерме пултарать.

Малтанхи 3 уйăхра пĕтĕ сыснасене, уйрăмах çуллахи вăхăтра, пĕр талăкра 12 кг симĕс курăк, 3-4 кг тымар çимĕç, 1-2 кг клевер е люцерна ути, 20-30 г тăвар, 10-15 г пурă, 20-30 г шăмă çăнăхĕ, çăвăрличчен темиçе кун юлсан шĕвĕ апат /нимĕр/ туса памалла. Çакăн пек тăрантарсан апат хырăмлăхра хытса лармасть.

Малтанхи 2 уйăхра пĕр пÿлĕмре пĕтĕ амасене ушкăнпа тытмалла мар, 2-3 ама – çителĕклĕ.

А.БЫКОВА,
районти ветстанцин терапевт тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code