Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăсталăх шайне ÿстереççĕ

Ăсталăх шайне ÿстереççĕ

«Вĕренÿ» наци проектне Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулта çирĕплетнĕ. Вăл çĕршыври вĕренĕве çÿллĕ шая çитерсе пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн пахалăхĕпе чи лайăххисен йышне кĕме чĕнсе каланă. Çавна май проекта ĕçе кĕртме 784,5 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.

«Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районта 6 проект пурнăçланать. «Хальхи вăхăтри шкул» проекта пурнăçа кĕртсе Лаш Таяпари вăтам шкулта «Ÿсĕм вырăнĕ» центр ĕçлет. Унта шкул ачисем «Технологи», «Информатика», «Пурнăç хăрушсăрлăхĕ» урокĕсене ирттереççĕ. Çавăн пекех кунтах ИТ-технологисем, медиапултарулăх, шахмат, проект ĕçĕ-хĕлĕпе хушма пĕлÿ илме майсем пур.

«Ÿсĕм вырăнĕ» икĕ пÿлĕмре вырнаçнă: пĕри – проект ĕç-хĕлне аталантармалли, тепри – цифра пĕлĕвне тарăнлатмалли. Вĕренекенсем центра пысăк хавхаланупа çÿреççĕ. Кунта пултарулăхпа ăсталăха ÿстерекен ачасем çĕнĕ технологие çăмăллăн парăнтараççĕ. Кружокра пĕрре те кичем мар вĕсене. Куллен çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ. Калăпăр, унччен кĕçĕнреххисем шахмат вăййипе питех кăсăкланман, халĕ çак вăйă тавра курăма ÿстернине лайăх ăнланаççĕ. Ахальтен мар шахмат пуç мимин гимнастики теççĕ. «Цифра урокĕсене» те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ывăл-хĕрĕсен уроксем хыççăнхи вăхăчĕ усăллă иртнĕшĕн ашшĕ-амăшĕ те питĕ кăмăллă. Паян ялти шкул хуларинчен пĕртте кая мар. Хальхи йышши оборудованисемпе пуян. Çине тăрса вĕренмелле кăна.

С.ВАЛЕНТИНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code