Тĕп хуламăрта ĕçлесе пурăнакан хамăр район çыравçисем тĕл пулăва килессине маларах пĕлтернĕрен тĕп библиотекăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, библиотекарьсем, калем ăстисем, шкул ачисем, вулакансем йышлăн пуçтарăнчĕç.
Чи малтанах вĕсем Чăваш кĕнеке издательстви фойере йĕркеленĕ тин çеç пичетленсе тухнă, сăрă шăрши те кайса пĕтмен вĕр çĕнĕ кĕнекесен куравĕпе паллашрĕç. Ача-пăчапа вĕренекенсем, аслисем валли çырнă илллюстрациллĕ кĕнекесене кашнине алла тытса пăхатăн, ытараймасăр мăнуксем валли туянатăн. Вулаччăр кăна чăваш юмахĕсемпе юптарăвĕсене, калавĕсене.
Куравра Чăваш кĕнеке издательстви кĕнекесен содержанийĕпе пахалăхĕшĕн, илемĕшĕн тăрăшни куç умĕнче пулчĕ. Çитес çул шăпах 100 çулхи юбилейне кĕтсе илекен издательство хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса юлашки вăхăтра пичетленнĕ çĕнĕ кăларăмсен авторĕсемпе районсене тухса çÿресе чĕрĕ тĕл пулусем йĕркелесе кĕнекесене тишкересси йăлана кĕрсе пырать.
Шăпах çак тĕллев çинчен чарăнса тăчĕ те Чăваш кĕнеке издательствин генеральнăй директорĕ Светлана Каликова. Вăл кăçал 70 çĕнĕ кĕнеке пичетлесе кăларнине, çав шутран çурри чăвашла пулнине пĕлтерчĕ. Издательство кĕнеке кăларассипе Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурссенче çĕнтернине, пĕчĕк ачасем валли открыткăсен комплекчĕсем кăларма пуçланине, калăпăр, хальлĕхе Чăваш Енри чĕр чунсем çинчен кăларнă открыткăсем пичетленсе тухнă, пирки пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Светлана Анатольевна чăвашлăхшăн тăрăшса кăларакан чăваш фольклорне, тĕррине, культурине аталантаракан изданисем пирки те тĕплĕн каласа пачĕ.
Тĕл пулура Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ Петĕр Лаштай /Сидоров/, хăй те темиçе кĕнеке авторĕ пулсан та, ытларах шăллĕн – Василий Эктелĕн кăçал пичетленсе тухнă «Хурăн çырли уçланки» тата унăн ячĕллĕ премие туса хуни çинчен аса илчĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕр палăртнă тăрăх, пултаруллă калем ăсти вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн тепĕр çулхине Елчĕк ентешлĕхĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ ăна. Василий Эктел премине пирĕн районти çамрăк çыравçăсем чылаййăн илме пултарнă.
Василий Эктел писателе паянхи çамрăксем пит пĕлсех те каймаççĕ пулĕ. Эпир вара хăй вăхăтĕнче унăн кĕнекисене аванах «шĕкĕлченĕ». Унăн «Иртнĕ кун çути», «Çĕре тăнлатăп», «Чи хитри», «Шавкăн», «Лили», «Юлашки хĕрлĕ çулçă ташши» тата ыттисем библиотекăри çÿлĕк çинче тусан пуçтарса выртман, пĕр вулаканран теприне куçнă.
Пурăннă пулсан чăваш прозаикĕ, публицисчĕ, çав вăхăтрах художникĕ те, тепĕр виçĕ уйăхран 70 çул тултаратчĕ. Юбилей умĕн унăн çĕнĕ кĕнекине пичетлесе кăларни издательствăн ят-сумне тата та çĕклет. Петр Петрович шăллĕн кĕнекине библиотекăсене парнеленĕ май районти çыравçăсене те парнесĕр хăвармарĕ.
Унтан сăмах Шăмалакра çуралса ÿснĕ, «Пинерверĕн çĕнĕ тусĕсем», «Хула хĕрачи», «Дипломлă тиха» кĕнекесен авторне, Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреатне Владислав Николаева пачĕç. Районти вулакансем, театра кăмăллакансем /унăн пьесисемпе Чăваш академи драма театрĕнче спектакльсем пыраççĕ/ ентешĕмĕре лайăх паллаççĕ, çапах куçа-куçăн курнăçса калаçнине нимĕн те çитмест. Çавăнпа та çамрăк писателе тимлесе итлерĕç. Владислав Дмитриевичăн аллинче типографи шăрши те сирĕлеймен «Кĕтмен юрату» кĕнеке. Тĕрлĕ авторсен хайлавĕсене пуçтарса пичетленĕ кăларăма унăн «Кÿршĕ хĕрĕ» калавĕ кĕнĕ. Çыравçă хăйĕн пултарулăхĕ пирки каласа панă май хальхи вăхăтра унăн шăпах ĕçлес кăмăл пысăккине, тĕрлĕ жанр çырăннине пытармарĕ. Палăртса хăвармалла, нумаях пулмасть Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă алçырăвĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ авторсене укçан хавхалантармалли йышăнăва алă пуснă. Савăнсах пĕлтеретпĕр, çак конкурса республикăра саккăрмĕш хут ирттереççĕ. Кăçалхи çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Владислав Николаев та пур. Апла пулсан çитес çул унăн издательствăра тата тепĕр кĕнеки – «Пьесăсем, сценкăсем, шÿтсем» кун çути курĕ.
Автор палăртнă тăрăх, унăн тата 5-6 кĕнеке кăлармалăх ал çырăвĕсем вăхăт çитессе кĕтеççĕ. Çанă тавăрса, тĕпĕрттерсе ĕçлекен 45 çулхи çыравçăн ĕмĕчĕсем çунатлă, вĕсене пурнăçа кĕртме пурте çителĕклĕ унăн. Мĕнле ĕлкĕрнинчен кăна тĕлĕнсе пĕтерейместĕн.
Елен Нарпи те хăйĕн малтанхи сăмахĕсенчех ялсене тухса çÿресе вулакансемпе тĕл пулни хавхалану çуратнине палăртрĕ. Вырăскасси ялĕнче çуралнă çыравçă пĕрремĕш хайлавĕсене, Петр Сидоровпа Владислав Николаев пекех, район хаçатĕнче пичетленĕ. Елена Димитриеван «Салтак тÿмипе Тал пиçен», «Çумламан йăран» кĕнекисене çамрăк вулакан лайăх пĕлет. Елена Петровна ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2013 çулхи конкурсĕнче çĕнтерсе «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнекине пичетленĕ. Вăл «Çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» ята та тивĕçнĕ. Кăçал вара унăн «Хĕл лариччен» кĕнеки кун çути курнă.
Елен Нарпи И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ. Темле ĕçлĕ çын пулсан та чун ыйтни хăйĕннех тутарнине палăртрĕ вăл. Унтан хăйĕн «ачисене» тĕп библиотекăна, шкулсене, тусĕсене парнелерĕ.
Тĕл пулура чăвашлăхшăн çунакансем, чăвашла вулама юратакансем, çав вăхăтрах вырăнти калем ăстисем те хăйсен шухăш-кăмăлĕсене пĕлтерсе йышлăн тухса калаçрĕç. Вулакан мĕн чухлĕ нумай – шухăшĕ те çавăн чухлĕ нумай-çке. Пурте Чăваш кĕнеке издательствин кĕнекисене лайăх хак пачĕç, ентеш çыравçăсене пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем сунса вĕсене тăван тăрăха час-часах килсе çÿреме сунчĕç.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: тĕл пулура.