Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Патреккелсем ял уявне паллă тăвĕç

Патреккелсем ял уявне паллă тăвĕç

Августăн 28-мĕшĕнче — Успени (Турă амăшĕ Таса хĕр Мария вилнине палăртнин) кунĕ Патреккелсем хăйсен ял уявне паллă тăваççĕ. Çак кун ял çыннисене, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă ентешĕмĕрсене тата хăнасене йыхравлаççĕ Патреккелсем!

Ял халăхĕ чи малтанах — 18 сехетре яла пырса кĕрес умĕн вырнаçтарнă стелăна уçма хутшăнĕ. Уявăн тĕп мероприятийĕсене Культура çурчĕ çумĕнчи площадкăра 19 сехетре пуçлама палăртаççĕ. Кунтах чылай çул ĕçпе, чыспа-сумпа пурăннă аслă ăрури ял çыннисене, тирпей-илемпе çыхăннă конкурса хутшăнса палăрнă урамсене, çуртсене, хушма хуçалăхсене, ял историйĕпе тата Успени уявĕпе çыхăннă пулăмсене палăртĕç.

Мĕнле уяв вăл спорт мероприятийĕсемсĕр, халăх вăййисемсĕр? Культура çурчĕ çумĕнчи площадкăра иртекен ăмăртусемпе конкурссене (канат туртасси, алă вăйĕ виçесси, кире пуканĕ йăтасси, мини-футбол вылясси…) кашниех хаваспа хутшăнма пултарĕ. Уява çăлтăр-юрăçсем илем кỹрĕç, дискотека хыççăн тỹпене тĕрлĕ тĕспе фейерверк çĕкленĕ. Кунтах çак кун Культура çурчĕ умĕнче апат-çимĕçрен конкурса хутшăнса хатĕрленĕ курав, суту-илỹ точкисем ĕçлĕç, ачасене савăнма батут тата ытти хатĕрсем пулĕç, шашлăкпа шỹрпе хатĕрлĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code