Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > «Чун ыйтнипе çыратпăр», —

«Чун ыйтнипе çыратпăр», —

теççĕ пирĕн хаçатăн активлă ялкорĕсем.

Уяв умĕн хаçат редакцине Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Илья Левый, Елчĕкри Анатолий Молоствов, Тăрăмри Людмила Енедерова кĕрсе тухрĕç.

Виççĕшĕ те чылай çул район хаçачĕпе туслă çыхăну тытаççĕ. 82 çулпа пыракан Илья Иванович 1958 çултанпа — алла бухгалтер пĕлĕвĕ илсе Калинин ячĕллĕ колхозра ĕçлеме пуçланăранпах хаçата тĕрлĕ темăпа статьясем шăрçалать.

Пурнăç шăпи ăна бригадирта, колхоз председателĕнче, ял хуçалăх управленийĕнче, КПСС райкомĕнче, Перекет банкĕн Елчĕкри управляющийĕнче ĕçлеме пỹрнĕ. Кирек хăш вăхăтра та хаçатпа çыхăну татман вăл. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ вулакансене кăсăклантаракан статьясем çырнă вăхăтрах кĕнекесем пичетлеме те вăхăт тупать. «Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи колхозсем», «Ял тымарĕ» кĕнекесем кун çути курнă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра «Ял тымарĕн» иккĕмĕш кĕнекине кăларас тесе истори докуменчĕсене тишкерет. Çамрăкран общество ĕçĕнчен пăрăнман харсăр çын ялти ветерансен канашне те ертсе пырать.

Анатолий Ефимович районта тухтăрта ĕçлеме пуçланăранпах алăран авторучка ямасть. Малтан «Колхоз ялавĕ», халĕ «Елчĕк ен» хаçатăн чи çывăх тусĕсенчен пĕри вăл. 1973 çултан район халăхĕн сывлăхĕшĕн кĕрешекен тухтăрăн статйисене вуламан çын çуках. Вăрăмхăвасем вара сумлă врач район администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă çулсене тăтăшах аса илеççĕ, хăйсен çурчĕсене районта чи малтан «кăвак çулăм» кĕртнĕшĕн тав тăваççĕ.

Тăрăмри Людмила Енедерова 33 çул шкул ачисене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă тесе хаçата статьясем çырма пăрахмарĕ вăл. Унччен шкул пурнăçĕ çинчен ытларах çырнă пулсассăн, халĕ ялти хыпарсемпе, тăрăшуллă та маттур çемьесемпе паллаштарсах тăрать. Тăрăм ял тăрăхĕн депутачĕ пулнăран общество ĕçĕнче те пултаруллă, «Алмантай» фольклор ушкăнне те çỹрет.

Ялсенчи сумлă корреспондентсем районта пысăк хисепре. Вĕсем пирĕн хаçатăн çывăх тусĕсем пулнишĕн эпир çав тери савăнатпăр, çыхăнăва малалла тăсасса шанатпăр.

Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр сире, район хаçачĕн штатра тăман корреспонденчĕсем, хаклă тусĕсем, мĕнпур вулакансем!

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: А.Молоствов, Л.Енедерова, И.Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code