Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анлă тавра курăмлă специалист

Анлă тавра курăмлă специалист

Ольга Чернова Елчĕкри нумай функциллĕ центрта 2013 çултанпа тăрăшать. Тĕп хулари И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе экономист профессине алла илнĕ вăл. Пысăк тавра курăмлă специалист хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, кунта пулăшу ыйтса килекен кашни çынпа тарават. Республикăри нумай функциллĕ центрсен специалисчĕсен хушшинче ирттерекен конкурссене те хастар хутшăнать Ольга Сергеевна, ку енĕпе çитĕнĕвĕсем те пур.

– Пирĕн ĕçре чи кирли – саккунсене çирĕп пĕлни, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлени, ăна вăхăтлă тата пахалăхлă пулăшу пани. Пулăшу тĕсĕсем çĕнелсех тата халăхшăн çăмăллансах пынăран специалистсен те саманапа тан утма, пĕлĕвĕсене ÿстерсех пыма тивет. Ольга Чернова ку енĕпе ытти ĕçтешĕсемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать, – палăртать центр ертÿçи Людмила Викторова.

Сăмах май палăртса хăварар, ноябрь уйăхĕнчен «Безналичная Чувашия» проектпа килĕшÿллĕн нумай функциллĕ «Мои документы» центрта çĕнĕлĕх вăя кĕнĕ – кунта халĕ патшалăх тÿлевĕсемпе кирек хăш банк картипе те pos- терминал урлă татăлма пулать. Çак терминалсене центрти 5 чÿречене те вырнаçтарнă.

Е.ПЕТРОВА.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Ольга Чернова ĕç вăхăтĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code