Район хаçачĕн журналисчĕсем инçетри ялсене тухса çÿресе вулакансемпе тĕл пуласси ырă йăлана кĕчĕ.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи уявне кĕтсе илме хатĕрленнĕ май Совет Союзĕн Паттăрĕ Семен Андреев çуралнă Энтепе ялĕн хисеплĕ çыннисемпе тĕл пулса калаçас шухăш çуралчĕ те. Чи малтанах çак тăрăхри хаçат вулаканĕсем район хыпарçине мĕнле хак пани кăсăклă. Журналистсемшĕн хаçат çырăнса илекенсен шухăшĕ, сĕнĕвĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Энтепесем, çавăн пекех юнашарти Çĕнĕ Арланкассисем, тĕл пулăва чылай-йăн пуçтарăннă. Ытти ялсенче залра ытларах хĕрарăмсем ларнăран, кунта арçынсем йышлăн пулни савăнтарчĕ. Ватăлмасть-ха ял, пĕр вырăнта ларайман ача-пăча хĕвĕшнине курма та кăмăллă.
Энтепесем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕпе кăна мар, хăйсен паллă çыравçисемпе те мăнаçланаççĕ. Кам илтмен пулĕ ЧР Писательсен пĕрлешĕвĕн членĕсене – Афалек Энтепене, Любовь Федоровăна. Çавăн пекех литература ани çине пуснă Наталия Иванован /Петроградская/ пултарулăхĕ çăлкуç пек тапса тăнине палăртаççĕ.
Ял çынни ÿркенмест: килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх нумай усрать. Çавăн пекех «Энтепе» сахал яваплă общество ертÿçине Андрей Васильева хуçалăха йĕркеллĕ тытса пырса ял халăхне ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕшĕн тав тăвать.
Хумхантаракан ыйтусем те сахал мар, паллах. Калăпăр, шкул хупăннипе çырлахнă-ха вĕсем, анчах унăн территорийĕнче мăян-пиçен ашкăрса тăван тавралăх илемне çухатни никамăн кăмăлне те каймасть. Раштав уйăхĕ хĕл çитнине систерсе куллен юр çуса савăнтарнăран кăна çÿллĕ ÿснĕ хыт хура пит курăнсах каймасть. Территори тирпейлĕхĕшĕн кунти хуралçăн тăрăшсан юрамасть-ши;
Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев тĕл пулăва уçнă май чи малтанах вырăнта сÿтсе явмалли, татса памалли çивĕч ыйтусем пирки калаçрĕ. Унтан «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин редакцин кулленхи пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, вулакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Чăвашсен ырă йăлине – хăнана пушă алăпа каймаççĕ тенине – пăрахăçа кăлармасăр, хамăрăн кĕнекесене ял библиотекине парнелерĕмĕр. Çавăн пекех Людмила Маркова вĕрентекен, Çĕнĕ Арланкассинчи Николай Александров староста та парнеллĕ пулчĕç.
Сăмах май каласа хăварам, Николай Иванович пирĕн хаçатăн активлă ялкорĕ. Ялăн общество пурнăçĕнче яланах харсăрлăхпа палăрать. Унăн пĕр ырă ĕçне кăна аса илер: кăçал Раççей цифра телевиденийĕ çине куçрĕ. Ялти ватăсене çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртме малтанлăха çăмăлах пулмарĕ. Вĕсене пулăшса староста килрен-киле çÿреме, укçа-тенкĕ пуçтарма ÿркенмен. Елена Прохорова почтальонка 18 ватăна Сăрьелĕнчи çыхăну уйрăмĕнчен приставка, антенна туянса килĕсене кĕртсех панă.
Елена почтăра ĕçлеме пуçăнни нумай мар-ха, 3 çул кăна. Çак кĕске тапхăрта çамрăк ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупнă. Хальхи вăхăтра шăпах хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр пынăран вăл подписчиксемпе кунсерен тĕл пулать. Светлана Макарова, Галина Александрова, Любовь Галкина, Ксения Козлова, Герман Садовников нихăш çул та район хаçатне çырăнмасăр юлманнине хавхаланса пĕлтереççĕ.
Çитес çул Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа район хаçачĕ «Чăваш Ене 100 çул – 100 ырă ĕç» акци йĕркелеме палăртнă. Унта кирек кам та хутшăнма пултарать. Ырă ĕçĕн тĕллевĕ – район хаçатне хулари, кÿршĕ ялти, районти тăван-хурăнташăрсене, юлташăрсене, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене тата ыттисене те çырăнса пама май пурри. Энтепери Людмила Маркован алли çăмăл пултăрах, вăл ырă ĕçсен акцине хутшăнса çитес çул 100 çулхи юбилейне паллă тăвакан вăрçă ветеранне – Тихон Табакова 2020 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма «Елчĕк ен» çырăнса пачĕ.
Тĕл пулăва малалла тăсса Николай Малышкин тĕп редакторпа хаçатăн çывăх тусĕсем – Вячеслав Захаровпа Юрий Петухов ?Кашкăр/ пуçтарăннисене илемлĕ те хаваслă юрă-кĕвĕ ытамне илсе кĕчĕç. Куракансен хытă ал çупăвĕ ырă кăмăл парнелекенсене савăнăç кÿчĕ, юрă хыççăн юрă шăранчĕ те шăранчĕ.
Ял çыннисен ячĕпе культура çурчĕн заведующийĕ Петр Макаров хăнасене уçă тĕл пулушăн, чĕрĕ концертшăн тав турĕ. Çапах та халăх килĕсене саланма васкамарĕ-ха, фойере вĕсене чăваш ташшин кĕвви тыткăнларĕ…
В.КИРИЛЛОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.