Понедельник, Октябрь 26, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Штрафа вăхăтра тÿле

Штрафа вăхăтра тÿле

Декабрĕн 9-13-мĕшĕсенче районта «Должник» операци иртрĕ.

Çак тапхăрта полици ĕçченĕсем административлă штрафа вăхăтлă тÿлемен çынсемпе тĕл пулчĕç. Кăçал йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем штраф тÿлессинчен пăрăнакан 41 гражданин тĕлĕшĕпе протоколсем хатĕрленĕ, çав шутран 35-шне штраф тÿлеттерме, 6-шне обязательнăй майпа ĕçлеттерме йышăну кăларнă.

Штраф тÿлеменнисен тĕлĕшĕпе айăплав çирĕп. Ăна вăхăтра тÿлессинчен пăрăнакансене штрафа икĕ хут нумайрах виçепе тÿлеттерме е айăпçăна 15 талăка административлă майпа арестлеме те пултараççĕ.

А.АЛЕКСЕЕВ,
полицин районти пайĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code