Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçĕпе телейлĕ, пурнăçра хисеплĕ

Ĕçĕпе телейлĕ, пурнăçра хисеплĕ

Патреккел ялĕнче пурăнакан Елизавета Палашкина çинчен каланă пекех туйăнаççĕ çак сăмахсем. Кирек хăш ĕçе пуçăнсан та ăна чĕре хушнипе тата таса чунпа пурнăçлать хĕрарăм.

Ĕçрен ÿркенмен хĕрарăмăн ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать. Амăшĕ Анфиса Филимоновна Лизăна ытти ачисем пекех пĕчĕкрен ĕçе кÿлнĕ. Çу кунĕсенче ир тăрсанах хире ĕçлеме илсе кайнă. Малтанлăха хĕр ача аслисене пучахсем пуçтарса пулăшнă. Çитĕнсе пынăçемĕн утă çулма, колхозри ытти ĕçе пурнăçлама хутшăннă, кил-тĕрĕшри ĕçсенче те тăрăшнă. Ашшĕ – Арсений Сосипатрович Левый ялта хисеплĕ çын пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан ялти ытти вăй питти арçынсемпе пĕрле вăл Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Шел пулин те, вăрçă ветеранĕ 57 çултах çĕре кĕнĕ.

Шкул пĕтерсенех Лиза чи малтанах Таяпа Энтри ялĕнче клуб ертÿçинче ĕçлет. Шăпа ăна Тăрăм ялне те илсе çитерет. Кунта вăл ялти вулавăшра библиотекарьте, культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче тăрăшать. Унтан Вăрнарти 8-мĕш номерлĕ профтехучилищĕре вĕренсе пĕлÿ илет, тăван хуçалăхра 3 çул бригадирта ĕçлет. Каярах «Чуваштрикотажбыт» пĕрлешÿре 10 çул пир тĕртет Лиза. Анчах та спектакльсенче выляма кăмăллакан, Патреккел халăх хорне юрлама çÿрекен хĕре чунĕ культура еннех туртать. Ялти вулавăша библиотекаре ĕçлеме вырнаçать те кунта 20 çул вăй хурать. Шаннă ĕçе тивĕçлипе, чунне хурса пурнăçлать, ĕçленĕ хушăрах Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче вĕренсе библиотекарь специальноçне алла илет. Хорăн активлă членĕн пĕлмен, вĕренмен юрă юлман та пулĕ. Пĕрре илтсех кĕвве ÿкерсе илекенскер уявсен илемĕ вăл, сăва-калав вулассинче те пултаруллă. Район, республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурса хутшăнса пĕрре анчах мар çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ, социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи те пулнă. 2002 çулта халăх çыравне ирттерме хастар хутшăннăшăн Елизавета Арсеньевна кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ. Пур ĕçре те тăрăшуллă пулнăран, халăх сума сунăран вăл пĕрре анчах мар ял тата район совечĕн депутатне суйланнă.

Пурнăçăн илемне тепĕр чух хуйхăллă пулăмсем хупăрлаççĕ. Елизаветăн мăшăрĕ Анисим йывăр чире пула пурнăçран уйрăлчĕ. Çапах та хĕрарăм хуйха ĕçпе, çывăх тăванĕсемпе, тус-юлташĕсемпе пусарать – Таня хĕрĕпе, Петя тата Дима мăнукĕсемпе, Олеся кинĕпе савăнать. Петьăн çемйи кукамăшĕпе пĕрле килĕшÿре пурăнать. Çемье выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, кăвакал йышлă усрать.

Сулмаклă çулпа 7 теçеткене яхăн утакан Лиза Палашкина телейлĕ самантсене çеç куç умне кăларма тăрăшать. Яланах кил-çурт хăтлăхĕшĕн ĕçлет, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать, ватăпа ватăлла, çамрăкпа çамрăкла пулма пĕлет.

Т.ЗАХАРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Елизавета Палашкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code