Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фестивальте

«Ĕмĕрсен эрешĕсем» фестивальте

Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнчи этнокультура паркĕнче регионсем хушшинчи «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фольклор фестивалĕн юлашки тапхăрĕ иртнĕ.

Ăна «Кĕр сăри» уявне халалланă. Чăвашсем мĕн авалтан тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ хыççăн уявланă ăна. Ăнса пулнă çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçернĕ, сăра вĕретсе тăванĕсемпе çывăх çыннисене сăйланă. Чăваш Енрен, Тутарстанран, Пушкăртстанран килнĕ чăвашсем хăйсен йăли-йĕркине тĕплĕн кăтартса панă. Кашнийĕн юрри-ташши илемлĕ, апат-çимĕçĕ тутлă та техĕмлĕ.

Мероприятие хутшăннă фольклор ушкăнĕсене Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Культура министерствин «ДК Тракторостроителей» республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕн директорĕн çумĕ Ирина Дмитриева саламланă, авалхи йăла-йĕркене упраса ăна çамрăксене вĕрентсе хăварни тăван чăваш культурине аталантарнă çĕрте пысăк йĕр хăварнине палăртнă.

Кашни фольклор ушкăнĕ хăйсене уйăрса панă «килте» хуçаланнă, хăйсен пуянлăхне кăтартнă. Анатри чăвашсем ăста алăллă пулнипе кăна мар, тутлă апачĕпе те палăрнă.

Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева, вырăнти культура ĕçченĕсем уява йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе нумай ĕç туса ирттернĕ.

Виçĕ тапхăрпа иртекен «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фестивале малтанах 40 коллектив хутшăннă. Чи лайăххисене суйласа илсе 20 ушкăн кунта хăйсен пултарулăхĕпе тыткăна илнĕ. Вĕсен йышĕнче Тÿскелĕнчи «Шуçăм», Лаш Таяпари «Тайпи» тата Çĕнĕ Пăвари «Илем» фольклор ушкăнĕсем те. Аваллăха упракан Елчĕксем дипломсемпе призсене тивĕçнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: «Шуçăмсем».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code