Суббота, Июнь 6, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости > Ентеш — генерал-лейтенант

Ентеш — генерал-лейтенант

 

 Вăрăмхăвара çуралса ỹснĕ Алексей Владимирович Сайкин çар çыннине вулакан лайăх пĕлет.

Вăл Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин тивĕçтерỹ службин ертỹçин çумĕнче тăрăшать. Пĕр кăлтăксăр службăшăн тата хăюлăхшăн сахал мар наградăна тивĕçнĕ: «Патшалăх чиккине сыхлас ĕçре палăрнăшăн», Суворов, «Вилекенсене çăлнăшăн» медальсем тата ытти те. 2018 çулта ăна черетлĕ наградăпа — Туслăх орденĕпе чысланă. Çак кунсенче çĕршывăн тĕп хулинчен тепĕр ырă хыпар килчĕ — Алексей Сайкина РФ Президенчĕн Владимир Путинăн 2019 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн генерал-лейтенант званине панă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code