Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕмер чиркĕвĕпе шкулĕ

Тĕмер чиркĕвĕпе шкулĕ

2019 çул Тĕмер ялĕн историнче икĕ паллă пулăмпа асра юлать: чиркÿ уçăлнăранпа 270 çул, шкул ĕçлеме тытăннăранпа 140 çул çитрĕ.

1749 çулта уçăлнă Тĕрĕслĕх тата Чĕрĕлĕх паракан Турă хĕресне çĕкленин ячĕллĕ чиркÿ историйĕ пуян. Ун çинчен эпĕ «Тĕмер чиркĕвĕ» кĕнекере /2 кăларăм/ тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ. Чылайăшĕ хальхи чиркÿ шучĕпе 3-мĕш пулнине пĕлмест те пулĕ. Пĕрремĕш чиркÿ стадиона хирĕç сăрт çинче, Юмансар çырми хĕрринче ларнă. Унăн тăррине йывăç хуппипе витнĕ пулнă теççĕ. Чиркÿпе юнашарти масар çине Христос тĕнне йышăннă, чиркÿ прихутне кĕнĕ Тĕмер, Тăрмăш, Хĕрлĕçыр, Çирĕклĕ Шăхаль, Элпуç, Кармал, Хăвăлçырма, Кÿлпуç çыннисене пытарма тытăннă. Мучар çыннисем чиркĕве XIX ĕмĕр варринчен вара çÿреме тытăннă, хăшĕ-пĕрисем 1960-мĕш çулсемчченех чăвашсен туррисене ĕненсе пурăннă, ял хыçĕнчи Çирĕклĕ юхан шывĕ çывăхĕнчи Киремет йывăçне – чÿк тумалли вырăна – халĕ те астăватăп-ха.

1797 çулта чиркĕве Юмансар çырмин сулахай енне куçарнă, çавăн чухне çĕрĕшнĕ пĕренесене, ытти йывăç материалсене çĕннисемпе улăштарнă. 1831 çулхине чиркĕве тепĕр хут юсанă. 2-мĕш чиркÿ пулнă тăрăхра иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсен пуçламăшĕчченех тимĕрçĕ лаççи ĕçлерĕ, унтах краççынпа суту-илÿ тăватчĕç. Чиркÿн чул янă никĕсĕ çав вăхăтченех палăратчĕ.

Çулсем иртнĕ май 2-мĕш чиркÿ те кивелсе пынă, ăна вĕçĕмсĕр юсама тивнĕ. Çавăнпа 1869 çулта Константин Петрович Воронцов /Патреккелте чиркÿре ĕçленĕ диакон ывăлĕ/ пачăшкă ĕçленĕ вăхăтра çĕнĕ чиркÿ тума вăрман турттарма, пура пуралама тытăннă. Çĕнĕ чиркÿ тăвас ĕç 7 çула пынă. Вăл 1876 çулта Александр Иванович Белокуров пачăшкăра ĕçленĕ вăхăтра вĕçленнĕ. 2 престоллă чиркÿ тăррине пуçласа хĕç тимĕр витнĕ.

Курнавăшра 1848 çулта пачăшкă çемйинче çуралнă вырăс Тĕмерте 30 çул чиркÿ службине ирттернĕ, кĕлĕсене вырăсла кăна мар, чăн чăваш чĕлхипе чĕрене витермелле вуланă. Çавăнпах халĕчченех халăх асĕнче юлнă.

Чиркÿ саккунĕсемпе метрика кĕнекисене – ача çуралнине, çамрăксем венчете тăнине, вилнĕ хыççăн кĕлĕ туса пытарнине чиркÿре диакон тĕплĕн çырса пынă, çавăнпа вĕсем Тĕмер чиркĕвĕнче 1780 çултан пуçласа иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсемчченхи документсем питĕ лайăх упраннă. 2015 çулта 1780-1823 çулсенчи метрика кĕнекисене Чăваш патшалăх истори архивне упранма парса янă. Метрика кĕнекисене ятарлă 3 экземпляр çине çырса пынă. Вăхăт çитсен пĕрне Теччĕ хулинчи уес кантурне, иккĕмĕшне Хусанти епархине – Духовнăй Консисторине ярса панă. 3-мĕшĕ чиркÿре упраннă. Çакна епархирен килсе тĕплĕн тĕрĕслесе тăнă.

Таса Синод епархисене вырăнсенче православи хăçан сарăлма тытăннине, чиркÿсемпе соборсем хăçан уçăлнине, вĕсен историне тата ытти пулăмсене çырса кăтартмалли çинчен хушусем ярса панă хыççăн Тĕмер чиркĕвĕ «Клир ведомоçĕсем» ятлă журнала 1835 çулта çырса пыма тытăннă. Çавна пула эпир прихута кĕрекен 9 ялăн кун-çулĕн хăш-пĕр утăмĕсене – кашни ялта миçе çын пурăннине, кил хуçалăхĕсене, çемьесен йышне пĕлме, чи пахи вара хамăр йăх-несĕл тымарĕсене тупса палăртма пултаратпăр.

XX ĕмĕр пуçламăшĕчченех чиркÿсем вĕренÿпе культура центрĕсем пулнă тесе калама юрать. Раççей Таса Синочĕ 1884 çулта чиркÿсем çумĕнче шкулсем уçма хушнă. Ăна пурнăçласа Тĕмер прихутĕнчи Элпуçпе Кармалта, Çирĕклĕ Шăхальте, Тăрмăшра, Хăвăлçырмапа Кÿлпуçре пуçламăш шкулсем, Тĕмерти земство шкулĕ маларах – 1879 çулта хăйĕн алăкĕсене уçнă.

Революциччен пирĕн районта 14 чиркÿ пулнă. 1941 çул тĕлне вăл Тĕмерте анчах юлнă. Вăл сыхланса юлнинче ял çыннисем уншăн çирĕп тăни çинчен эпĕ маларах асăннă «Тĕмер чиркĕвĕ» кĕнекере çырса кăтартнăччĕ. Унти чиркÿ çыннисем те влаçсен хĕсĕрлевне тÿссе ирттернĕ. Акă, 1926-1930 çулсенче пачăшкăра ĕçленĕ Егор Иванович Гладкова /Комсомольски районĕнчи Нĕркеçрен/ арестлесе 10 çула тĕрмене хупнă. Вăл унтан таврăнайман.

Гладков хыççăн 1930-1934 çулсенче пачăшкă пулнă Николай Львович Сахарова /Тĕмер çынни/, унпа пĕрле чиркÿ канашĕн председательне тата унăн çумне Иван Михеевпа Осип Дутова, чиркÿ старостинче ĕçленĕ Александр Николаева, çавăн пекех чиркĕве хупассине хирĕç калаçнăшăн Василий Кубикова, Петр Соколова РСФСР Уголовлă Кодексĕн 58-мĕш статйипе айăплама уголовлă ĕç пуçарнă. Пурте тĕрмере ларса тухнă.

Тĕмер чиркĕвĕн настоятелĕнче 27 çул хамăр ял çынни Петр Иванович Иванов протоиерей ĕçлет. Вăл тăрăшнипе ĕлĕк чиркÿсем пулнă Аслă Таяпара, кăçал Тăрăмра çĕннисем уçăлчĕç.

Тĕмер чиркĕвне чăннипех аваллăх управçи тесе хаклама пулать. Ахальтен мар чиркĕве 2017 çулта Чăваш Республикинчи Культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви регионти – республикăри культура палăкĕсен реестрне кĕртнĕ. Çапла майпа патшалăх чиркÿ çуртне хăйĕн хÿттине илнĕ.

1879 çулта уçăлнă шкул Тĕмер прихутне кĕнĕ 9 ялти пĕрремĕш шкул пулнă. Ку вăл вăхăтшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланнă. Прихутри чăваш ачисене пуçласа вулама-çырма вĕрентме тытăннă. Вĕренекенсен йышĕ часах 100 ачаран иртнĕ. Кунта И.Я.Яковлевăн Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ, каярахпа педагогикăра çур ĕмĕр ĕçлесе Ĕç паттăрĕ ята тивĕçнĕ /иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче çакăн пек хисеплĕ ят та панă/ Иван Яковлевич Зайцев, Çирĕклĕ Шăхаль çынни Никита Григорьевич Григорьев тата ыттисем вĕрентнĕ.

Шкул статусĕ те улшăнса пынă. 1899 çулта 2 класлă шкул пулса тăнă. 1920 çулта пуçламăш шкулта 4 çул вĕрентме тытăннă. 1937 çулта – 7 çул, 1960 çулта 8 çул вĕренмелли, 1990-2005 çулсенче вăтам шкул шутланнă. 2005-2019 çулсенче ачасене 9 çул вĕрентнĕ. 2009 çултанпа унта шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне йĕркеленĕ. Кăçал, шкул хупăннă çул, унта 17 ача çÿретчĕ.

140 çул хушшинче шкулта пин-пин ача пĕлÿ илнĕ. Каярахпа вĕсем малалла вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Вĕсем тăван шкула ялан асра тытнă тата тытаççĕ.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code