Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Çĕнĕ – 2020 çул ячĕпе тата Раштав уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Çак çутă та пурте юратакан уявсем ырăлăхпа палăрса тăраççĕ, пирĕн пурнăçа чун ăшшипе тултараççĕ, çĕнĕ шанăç-ĕмĕт парнелеççĕ.
Çак кунсенче пирĕнтен кашниех иртсе пыракан çулти савăнăçлă пулăмсене аса илет, тунă ĕçсене пĕтĕмлетет, малашлăхри тĕллевсене па¬лăртать.
2019 çул ансатах мар, анчах та тухăçлă пулчĕ. Паян эпĕ Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыннах ырми-канми ĕçĕшĕн, тăван тăрăха чунтан юратнăшăн тата унăн ырлăхĕшĕн мĕнпур вăйран тăрăшнăшăн тав тăвас тетĕп.
Эпир пĕрле промышленноçпа ял хуçалăхне, наукăпа вĕренĕве, культурăпа спорта аталантартăмăр, çулсем хыврăмăр, садиксемпе шкулсем, больницăсемпе культура çурчĕсем туса хута ятăмăр, картишсемпе об¬щество вырăнĕсене хăтлăлатрăмăр, экологи ыйтăвĕсене татса патăмăр.
Эпир нумай ĕç турăмăр, çавна май хамăр çитĕнÿсемпе тивĕçлипех мăнаçланма пултаратпăр.
Çывхарса килекен 2020 çул пирĕншĕн – уйрăмах пĕлтерĕшлĕскер. Пĕ¬тĕм Раççейпе пĕрле эпир чаплă пулăма – Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине – чыслăн уявлатпăр. Вăл 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 75 çул тултарнипе тата ăна сума суса пĕлтернĕ Раççейри Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕпе пĕр килет.
Çак сумлă уявсене тивĕçлĕ шайра паллă туни пире пурсăмăра та нихçанхинчен тачăрах пĕрлештерессине шанса тăратăп. 2020 çул ырă улшă¬нусемпе телейлĕ самантсем илсе килтĕр, пире аталану çулĕпе малалла тухăçлăн утма вăй-хал кÿтĕр, пурнăçа кăсăк та паллă пулăмсемпе пуянлаттăр. Кашни çемьерех юрату, çураçупа килĕшÿ хуçаланччăр тата унта ачасен хаваслă кулли янăратăр!
Пурсăра та çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, чун хавалĕпе иксĕлми вăй-хал, ăнăçу, ырлăхпа телей сунатăп!
Çĕнĕ çул ячĕпе!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев
Уважаемые соотечественники!
Сердечно поздравляю вас с Новым 2020 годом и Рождеством Христовым!
Эти светлые и любимые всеми праздники искрятся добром, наполняют нашу жизнь душевным теплом, дарят новые надежды и мечты.
По традиции в эти дни каждый из нас вспоминает радостные события уходящего года, строит планы на будущее.
2019 год был непростым, но плодотворным. Сегодня я хочу выразить благодарность каждому жителю Чувашской Республики за самоотверженный труд, за любовь и преданность родному краю, за заботу о нем.
Мы вместе развивали промышленность и сельское хозяйство, науку и образование, культуру и спорт, строили дороги, детские сады и школы, больницы и дома культуры, обустраивали общественные пространства, решали вопросы экологии.
Мы многое сделали и вправе гордиться своими достижениями.
Наступающий 2020-й год – особенный. Вместе со всей Россией мы отмечаем грандиозное событие – 100-летие со дня основания Чувашской автономной области. Оно совпало с 75-летием Победы в Великой Отечественной войне 1941–1945 годов и объявленным в России Годом памяти и славы в его ознаменование.
Убежден, что празднование знаменательных дат еще больше сплотит нас всех. Пусть 2020 год объединит наши усилия на пути прогресса, наполнит жизнь яркими интересными и знаковыми событиями, принесет много счастливых мгновений. Пусть в каждой семье царят любовь, мир и согласие, а в домах звучит радостный детский смех!
Желаю всем крепкого здоровья, бодрости и силы духа, неиссякаемой энергии, удачи, счастья и благополучия!
С Новым годом!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев