Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Апат-çимĕç пахалăхĕ иккĕлентерсен

Апат-çимĕç пахалăхĕ иккĕлентерсен

Россельхознадзор апат-çимĕç пахалăхĕ тĕлĕшпе кашни çул ирттерекен мониторинг тĕп тĕллевĕ çынсене паха тата хăрушсăр продукципе тивĕçтерессипе çыхăннă. Асăннă ведомство ĕçченĕсем предприяти-хуçалăхсене, лавккасене, пасарсене тĕрĕсленĕ чухне выльăх-чĕрлĕх продукцийĕнчен пробăсем илеççĕ.

Ача сачĕсенче, шкулсенче, социаллă учрежденисенче çитерекен апат-çимĕçĕн пахалăхĕ ыйту е иккĕленÿ çуратать-и? Хуравне асăннă мониторинга хутшăнса пĕлме май пуррине тепĕр хут аса илтерес килет. Чи малтанах ку тĕлĕшпе республикăри управление заявлени çырмалла. Пусăм тусах калар – çакăншăн тÿлемелле мар.

Соцучрежденисенче: суя сыр, кăлпассире – сиенлĕ бактерисем

Сăмах май, 2019 çулта çавнашкал заявленисене тĕпе хурса 14 соцучрежденире 21 проба илнĕ: чăх какайĕ, аш тата сĕт продукцийĕ, çăмарта. Çак пробăсенчен фальсификат пулни – пĕрре. Мордва тата Мари Эл Республикисенче туса кăларнă кăлпассире сиенлĕ бактерисене те тупса палăртнă. Брянск тата Белгород облаçĕсенчен суя сыр кÿрсе килнин тĕслĕхĕсем пулнă, Чулхула облаçĕнчен иккĕленÿллĕ «Крестьянское» услам çу килсе çитнĕ.

Пĕтĕмпе 6 проба пахалăх тата хăрушсăрлăх енчен тивĕçтермен. Паллах, ку тĕслĕхсем пирки Россельхознадзорăн çав регионсенчи управленийĕсене пĕлтернĕ.

«Сирано» тытăмра пĕлтереççĕ

Тĕрĕссипе, Чăваш Енре туса кăларнă продукци ытти регионта иккĕленÿ çуратсан та çийĕнчех хыпар çитет. Çакăн йышши пĕлтерĕве Россельхознадзорăн «Сирано» системине кĕртеççĕ.Тĕслĕхрен, Улатăр хулинче кăларнă тăпăрчăра çу шайĕ маркировкăра çырса кăтартнипе пĕр килмен иккен. Елчĕк районĕнчи услам çăва вара ÿсен-тăран çăвĕ хушнă. Йĕпреç районĕнче кăларнă типĕ сĕтре сальмонелла пулнă. Вăрнар районĕнче тунă типĕ сĕтре те – сиенлĕ бактерисем. Çĕмĕрле районĕнче кăларнă услам çăва та, Патăрьел районĕнчи пĕр обществăн сĕтне те ку енпе палăртнă.

Сиенлĕ бактерисем какайра та пуррине çирĕплетнĕ лаборатори ĕçченĕсем. Кунта Шупашкар тата Патăрьел районĕсен обществисенче кăларнă чăх тата выльăх какайĕ пирки сăмах. Шупашкар районĕнчи пĕр предприятире туса сутлăха ăсатнă чăх пĕверĕнче антибиотиксем пуррине тупса палăртнă. Пĕтĕмпе «Сиранора» республикăри продукци пирки япăх енчен 12 хутчен пĕлтернĕ.

Республикăра ирттернĕ тĕпчевсем мĕн кăтартаççĕ?

Фальсификат пирки калас пулсан, япăххине асăнмасăр май килмест. Нумай чухне сыра ÿсен-тăран çăвĕ хушнине тупса палăртнă. Вĕсем: «Российский» – /Брянск облаçĕнче туса кăларнă/, «Гауда» /Белгород/, «Бондарский» /Тамбов/, «Голландский», «Пошехонский», «Российский» /Ульяновск/.

Фитостеринсем пурри Çĕмĕрле хулинчи предприятире кăларнă хăймара тата Шупашкарта тунă сĕт коктейлĕнче çиеле тухнă. Сĕт пробисем сывлăхшăн хăрушсăр тееймĕн. Сăмахран, Çĕрпÿ районĕнчи сĕтре – соматика клеткисем, Элĕк районтинче вара антибиотик тухнă.

Элĕк тата Шупашкар районĕсенчи усламçăсенчен илнĕ какай та сиенлĕ хутăшсем пуррипе сисчĕвлентернĕ.

Çÿлерех асăннă тĕслĕхсем апат-çимĕç мониторингне пурнăçланă май тупса палăртнисем. Тĕрĕссипе, вĕсем темиçе те. Патшалăхăн тепĕр хушăвне пурнăçланă май апат-çимĕçĕн, чĕрĕ таварăн тата выльăх апачĕн 145 пробине Хусанти лабораторире тĕпченĕ. Савăнмаллиех çук кунта та: микробиологи, фитостеринсем, антибиотиксем енĕпе 16 проба «таса мар». Сыр пробисенех илер. Татах Брянск облаçĕнчи пĕр предприятин продукцийĕ фитостеринсем хушнипе палăрнă. Чулхулара кăларнă услам çу та çавнашкалах пулнă иккен. Чулхула облаçĕнчен, Тăвай тата Комсомольски, Канаш районĕсенчен илнĕ пробăсенче сĕтре сиенлĕ бактерисем пуррине асăрханă.

Аш-пăш пирки калас пулсан, сысна какайĕнче антибиотик пулнине асăнса хăвармалла. Кăлпассире сиенлĕ бактерисем /Чăваш, Мари Эл, Мордва Республикисен продукцийĕнче/ тупса палăртнă тĕслĕх темиçе те. Сăмах май, Чулхула облаçĕн сыр продукцийĕнче те вар-хырăма сиен кÿрекен япаласем пулнă.

Пĕтĕмпе пĕлтĕр 635 проба тĕрĕслеве «çакланнă». Çак йышран 36-шĕ норма ыйтнисене тивĕçтермен, çав шутран 17-шĕ – сĕт-турăх, 9-шĕ – сĕт, 4-шĕ – выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ, 4-шĕ – выльăх какайĕ, пĕри – сысна ашĕ. Çав шутрах выльăх апатĕнче ген енĕпе çĕнетнĕ соя /ГМ-соя/ тупнă тĕслĕх те.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code