Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фронтовик-вĕрентекен

Фронтовик-вĕрентекен

Зинаида Ивановна Степанова Тÿскел ялĕнче 1921 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ çак ялтах иртнĕ, 10-мĕш класс таран Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ.

Вăрçа каяс умĕн Аслă Таяпа ялĕнче вĕрентекенре тăрăшнă вăл. Вăрçă вучĕ çакăн евĕр аса илÿсемпе ÿкерĕнсе юлнă педагогика ĕçĕн ветеранĕн асĕнче: «Эпир, 18 ача, Елчĕк шкулĕнчи 10-мĕш класран вĕренсе тухрăмăр. Кам ăçта вĕренме каясси пирки канашлатпăр. Эпĕ Хусанти университета вĕренме кайма шухăшлаттăмччĕ, анчах та ĕмĕт пурнăçланаймарĕ. Арçын ачасене фронта илсе кайрĕç. Пире, хĕрсене, районти тĕрлĕ ялти шкулта учительте ĕçлеме шанчĕç. Мана шăпа Аслă Таяпа шкулне кайма пÿрчĕ. Пĕр кунхине ĕç вăхăтĕнчех комсомолăн районти комитетне чĕнсе илчĕç. Пуçтарăннă хĕрсемпе çар комиссарĕ калаçу ирттернĕ май эпир заявлени çыртăмăр – апрелĕн 12-мĕшĕнче пире вăрçа ăсатрĕç.

Малтан 3 уйăх Хусанта вĕрентрĕç, унтан – фронта. Тÿпери тăшман самолечĕсене уйăрса илсе кĕске вăхăтра кирлĕ çĕре пĕлтерсси пирĕн тĕп тивĕçчĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунне Польша чиккинче кĕтсе илтĕмĕр. Вăрçăран «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе таврăнтăм».

Фронтовик мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Елчĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Вăл ăс панă ачасем паян тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ, тĕрлĕ профессипе тăрăшаççĕ. Зинаида Ивановна пиртен 2012 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлчĕ.

Н.КУШМАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code