Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 100 çул марафонĕ

100 çул марафонĕ

Чăваш Енре муниципалитет йĕркеленĕвĕсен «100 çул марафонĕ» фестиваль иртет.

Çулталăкри тĕп пулăмсенчен пĕрне Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă. Марафон Улатăрта старт илнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче – районсемпе хуласен социаллă-экономика аталанăвĕн çитĕнĕвĕсене кăтартасси, халăха республика историйĕпе, Чăваш Ен тата çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнă паллă çынсемпе паллаштарасси.

Марафон июнĕн 20-мĕшĕнче Республика кунне уявлакан Тĕп лапамра, Хĕрлĕ Чутай районĕнче, вĕçленет. Унччен районтан района, хуларан хулана Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи символне çитерĕç. Çавăн пекех республика çыннисене Наци, Ÿнер музейĕсен, А.Г.Николаевăн Асăну комплексĕн куравĕсемпе паллаштарĕç, Чăвашкино фондĕнче упранакан чăвашла фильмсене кăтартĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code