Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сыхлăх хамăртан килет

Сыхлăх хамăртан килет

Район администрацийĕн ларусен залĕнче районти граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссин 2019 çулхи ĕç-хĕлне тишкернĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата Чăваш Республикин шыравпа çăлав службин начальникĕ Николай Глухов хутшăннă.

Малтанах пухăннисен умĕнче пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, районта контрольте тăракан 462 объект шутланать. Вăл шутран 48-шне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ, 19 предписани çырнă, çитменлĕхсем пирки 19 информаци прокуратурăна ярса панă. Тĕрĕслевсен пĕтĕмĕшле пайĕ – объектсен 65 проценчĕ пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене кирлĕ пек пăхăнманни паллă.

Пĕлтĕр асăннă ыйтупах 38 административлă ĕç пăхса тухнă, вăл шутран яваплă 8 çынна пĕтĕмпе 19 пин тенкĕлĕх штрафланă.

2019 çулта районта 24 пушар регистрациленĕ, вут-çулăмра 1 çын вилнĕ. Пурлăх тăкакĕ – 931 пин тенкĕ. «Хĕрлĕ автан» ытларах март-май, декабрь уйăхĕсенче алхаснă. Елчĕк, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче /5-шер/ çивĕчлĕх уйрăмах пысăк. Çÿп-çапа, типĕ курăка çунтарассинчен те асăрханасчĕ – ăна та пушарсен «списокне» кĕртнĕ.

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем тĕрĕслеве кăна мар, профилактика ĕçне йĕркелессине те мала хураççĕ. «Çĕнтерÿ», «Кану», «Çулла», «Шкул», «Хутса ăшăтмалли вăхăт» тата ытти операци тапхăрĕнче, пĕрлехи информаци кунĕсенче халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Иртнĕ çул кăна, акă, 729 уйрăм тата 9 нумай хваттерлĕ çуртсенче пулнă, 1470 çынна инструктаж панă.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Виталий Рыбкин тухса калаçнинчен те тĕрлĕ инкек-синкеке сирсе ярас тĕлĕшпе ятарлă службăсем хăйсен тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçласа пынине пĕлтĕмĕр. Çакă вăл аварисене сирсе ярас тĕлĕшпе тимлекен 14 служба та вĕренÿсемпе тренировкăсенче пĕр-пĕринпе кал-кал, тачă ĕçленин кăтартăвĕ.

Шел пулин те, шывра путасси çав-çавах çивĕч ыйтусенчен пĕри. ЧР шыравпа çăлав службин начальникĕ Николай Глухов палăртнă тăрăх, республикăра уйрăмах йышлă ку тĕлĕшпе инкеке лекнисем. Çавна май кашни ял тăрăхĕнче шыва кĕмелли ятарласа хатĕрленĕ, çăлав инвентарĕсемпе тивĕçтернĕ вырăнсем пулмалла. Çулла мар, май уйăхĕччен йĕркелемелле вĕсене. Унсăрăн явапсăрлăх, тимсĕрлĕх хака ларма пултарать.

Николай Иванович районти службăсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ май, вĕсен хăш-пĕр представителĕсене – Виталий Рыбкина, Алевтина Львовăна, Юрий Хушкина Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та Алексей Андреева, Андрей Борисова, Валентина Мекшеевăна хастар ĕçшĕн тав турĕ. Районти пĕтĕм служба пĕр тикĕссĕн, ăнланулăхра ĕçлесен çеç авариллĕ лару-тăрăва вăхăтра сирсе яма пулнине пĕтĕмлетсе каларĕ. Сыхлăх хамăртан килнине пурин те ăнланасчĕ.

/Хамăр корр./

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code