Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 90 çула çитнĕ

90 çула çитнĕ

тыл ĕçченĕсене чысласси йăлара. Çак кунсенче 9 теçетке çула çитнине Патреккел ялĕнче пурăнакан Семен Васильевич Можаев паллă тунă.

Хурт-хăмăр ăсти ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та чылай вăхăт уйрăлман вăл чун юратнă ĕçĕнчен. Мăшăрĕпе 3 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Халĕ ватă Анатолий ывăлĕн çемйипе пурăнать.

Тыл ĕçченне юбилей ячĕпе çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕсем, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Левая, «Прогресс» АХО директорĕ Петр Скворцов саламланă, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне вуласа панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code