Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев январĕн 31-мĕшĕнче Правительство членĕсемпе курнăçнă май Министрсен Кабинетне отставкăна яни çинчен калакан указа алă пусни çинчен пĕлтернĕччĕ.
Çав вăхăтрах министрсене, çĕнĕ йышăнусем тăвиччен, «и.о.» статуспа хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама сĕннĕ.
«Çĕнĕ йышăнусем» нумай кĕттермерĕç. Эрнекунах икĕ вице-премьер – финанс министрĕ Светлана Енилина тата ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев – власть коридорĕсемпе хăйсен ирĕкĕпе сыв пуллашнă.
Администраци ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлама Юрий Васильевăн пĕрремĕш заместителĕ пулнă Николай Каргина шаннă. Финанс министрĕн тивĕçĕсене Михаил Ноздряков пурнăçлать. Çĕнĕ çын мар вăл, 2011-2014 çулсенче те финанс ведомствине ертсе пынă, ун хыççăн Севастополь хулин финанс департаменчĕн заместителĕнче тăрăшнă.
«Çĕнĕлĕхсем пĕтĕмпех республикăри иртнĕ кунсенчи пулăмсемпе çыхăннă. Пурне те яваплăха туйса ĕçлесе пыма ыйтатăп. Наци проекчĕсемпе ĕçлессин хăвăртлăхне чакарса лартмалла мар, çитĕнÿсемпе палăрассишĕн пурин те пĕрле ăнланса, килĕшсе тухăçлă ĕçлесе пымалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев.