Николай Ефимович Московскин /1923 çулта çуралнă/ ачалăхĕ çăмăл килмен. Пĕр çулталăкра чухнех вăл ашшĕсĕр тăрса юлнă. Амăшĕ – Перасковья Павловна ачисене пĕчченех ура çине тăратнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вăл Елчĕкри больницăра санитаркăра тăрăшнă.
Николай вăрçа 10-мĕш класран вĕренсе тухсан кайнă. Малалла вĕренес ĕмĕтне вăрçă татнă. Фронта илсе кайнă пирки вăл çапларах аса илнĕ: «1942 çул. Пирĕн çĕршывăн пурнăçĕнче хăрушă кĕрлев. Пире, Чăваш Республикинчи Канаш хулинче запас полкра хатĕрленĕ салтаксене, пăравуспа Мускав хулине илсе çитерчĕç. Кунтах Владимир облаçĕнчи Гороховец тата Мари Республикинчи Суслонгер хулинче хатĕрленĕ салтаксене те илсе пынă. Пурне те пĕрлештерсе хĕç-пăшал парса Ленинград енчи Волхов фронтне илсе кайма хатĕрлеççĕ. Темиçе кунтан çар эшалонĕ пире чукун çул тăрăх Волхов фронтне те илсе çитерчĕ. Çапла эпир 23-мĕш стрелковăй бригадăра çар тивĕçне пурнăçлама пуçларăмăр. Пире, Чăваш енрен килнĕ салтаксене, тĕрлĕ вырăнсене уйăрса ячĕç. Эпир Комсомольски районĕнчи Комсомольски ялĕнчи Петр Сорокин, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьскинчи Ананий Рассадин, Патăрьел районĕнчи Аслă Чементи Василий Химетов тата Яманчÿрелти Владимир Ермолаев тата эпĕ, 120 миллиметрлă минометсен уйрăм дивизионне лекрĕмĕр. Пирĕн дивизионра 3 батарея. Кашни батарейăра ултшар миномет. Пĕрремĕш çапăçăва, ăна салтаксем вырăсла «боевое крещение» теççĕ, эпир Волхов фронтĕнчи Синявино текен пĕчĕк хула патĕнче, 1942-мĕш çулăн июнь уйăхĕнче лекрĕмĕр. Ку вырăнта питĕ вăйлă çапăçу пулчĕ. Тапăнса килекен нимĕç салтакĕсем çине эпир мина хыççăн мина ăсатрăмăр. Анчах пире те нимĕç артиллерийĕ пуçа çĕклеме памасть. Акă, минăсем çĕклесе килекен Василий Химетов умĕнче шартлатса нимĕç снарячĕ çурăлса кайрĕ. Тусан, тĕтĕм витĕр нимĕн те курăнмасть. Кайран пăхатпăр та, вырăнта снаряд алтса хăварнă шăтăк кăна курăнса тăрать. Пирĕн юлташран нимĕн те юлман. Çапăçу чарăнсан унран тăрса юлнă кĕлетке пайĕсене, тумтир татăкĕсене плащ-палатка çине пуçтарса, тирпейлесе пытартăмăр. Пĕрремĕш çапăçура юлташа çухатнă хыççăн чылай вăхăт вырăн тупаймасăр çÿрерĕм. «Ара, эпĕ те пулма пултарнă вĕт унăн вырăнĕнче», – текен шухăш час пуçран тухмарĕ. Çапăçусем чарăнсан пире Вышний Волочек хулине илсе тухрĕç. Çак хуларан эпĕ Василий Химетовăн тăван ялне унăн тăрса юлнă япалисене пĕчĕк посылка туса почтăпа ярса патăм. Çапла вăрçăн хаярлăхне, хăрушлăхне пĕрремĕш çапăçура пĕтĕм чунпа, ÿт-пĕвĕмпе туйса илтĕм. Çакă тăшмана тавăрас хаярлăх çуратрĕ…»
Вăрçăн тусанлă та çулăмлă çулĕ Акчел йĕкĕтне таçта та илсе çитернĕ. Аслă Çĕнтерĕве вăл Польша хулинче кĕтсе илнĕ. Наградăсем сахал мар ветеранăн: Хĕрлĕ Çăлтăр, III степень Мухтав, Тăван çĕршыв вăрçин /I степень/ орденĕсем, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» /2 медаль/, «Кенигсберга илнĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн» тата ытти медальсем. Вăрçă хыççăн Николай Ефимович тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе сумлă ята çĕнсе илме пултарчĕ. Унăн ĕç стажĕ 54 çулпа танлашать. Çав шутран 30-шĕ ачасене тарăн пĕлÿпе воспитани парас ĕçпе çыхăннă. 1970-1983 çулсенче вăл Елчĕкри вăтам шкулта завуч пулса тăрăшнă тата истори предметне вĕрентнĕ. Унăн вĕренекенĕсем ăна паянхи кун та ырăпа аса илеççĕ. Унсăр пуçне Николай Ефимович парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕнче, «Дружба» колхоз председателĕнче, РОНОн методика кабинечĕн ертÿçинче вăй хунă. Мирлĕ вăхăтра та пархатарлă ĕçĕшĕн сахал мар наградăна тивĕçнĕ. 1962 çулхи ĕç итогĕсем тăрăх Н.Московский колхоз ертÿçине «Пысăк тухăçлă ял хуçалăх культурин ăсти» ятпа чысланă. Çавна май вăл Мускаври Халăх хуçалăхĕн куравне хутшăнма тивĕçнĕ.
Мăшăрĕпе – Агриппина Ивановнăпа пĕрле 3 ача çуратса ура çине тăратнă, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Николай Ефимович пиртен 2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ.
Н.КУШМАНОВА.