Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăлтавĕ ашшĕ-амăшĕнче

Сăлтавĕ ашшĕ-амăшĕнче

Çемье вăл – ашшĕ-амăшĕ, ача-пăча, кил-çурт. Çемье кашни çын пурнăçĕнче чи кирли. Çемье телейĕ вара пĕр-пĕрне юратнинче, хисепленинче, упранинче. Килĕштерсе, тĕреклĕ пурăнакан çемьене нимĕн те аркатаймĕ, анчах…

Юлашки çулсенче ялсенче ăнăçсăр çемьесен шучĕ палăрмаллах ÿссе пырать. Сăлтавĕ мĕнре-ши; Паллах, тĕп сăлтавĕ – ашшĕ-амăшĕ эрех-сăрапа иртĕхни, пĕр-пĕрне ăнланма, шанма пăрахни. Çавăн пекех ялсенче ĕç вырăнĕ çителĕксĕр пулнипе, ĕç укçи пĕчĕккине пула арçынсем республика тулашĕнчи тĕрлĕ хуласене ĕçлеме тухса кайнипе. Çамрăк ачаллă хĕрарăмсем упăшкисене кĕтсе пĕчченлĕхе хаяр шĕвекпе туслашса лăплантараççĕ. Хăшĕсен вара ĕç вырăнĕ пулсан та тăрăшса вăй хурас кăмăлĕ çук, килти хушма хуçалăхра пилĕк авасси пирки шутламаççĕ те. Хăйсем килте лараççĕ-ха: картишĕ те пушă, улма-çырла, ытти пахча çимĕç акса-лартса ÿстерес шухăш та çук. Çу кунĕсенче хамăр лартса ÿстернĕ улма-çырла ачасемшĕн пит усăллă пулни çинчен шухăшламаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăй те ĕç тĕлне пĕлмест, ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçпе туслаштарас, тирпей-илеме вĕрентес тесе тăрăшмаççĕ кун пек çемьесенче.

Ашшĕ-амăшне пулах ачасем шар кураççĕ. Вĕсен ăшшине, хÿттине туймасăр пурăннăранах йывăр пурнăçпа пурăнакан çемьери шăпăрлан преступлени çулĕ çине тăма пултарать. Хальхи вăхăтра халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрта çула çитмен 10 ачана, 50 ăнăçсăр çемьене шута илнĕ.

Çавăн пекех ашшĕсĕр çитĕнекен ачасен шучĕ ÿсни те пăшăрхантарать. Инкек-синкеке пула çамрăк арçын пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Самай çамрăк мăшăр пĕрлешсен нумай вăхăт хушши те пурăнмаççĕ, тĕрлĕ сăлтава пула уйрăлса каяççĕ. Чи анлă сарăлни – пĕр-пĕрне ăнланманнинче, кĕвĕçнинче, арçын хĕрарăм çине алă çĕкленинче, ачисем çинчен шутламаннинче…

Районти профилактика канашĕпе ятарлă службăсем йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесенче тăтăшах пулса калаçусем ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ.

Лайăх та тату пурăнакан çемьере кăна ырă чунлă та лăпкă, телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ. Чуна савăнтарать çемьесенче пÿрт тулли ача-пăча сасси кĕрлени. Хальхи вăхăтра районта нумай ачаллă 280 çемье шутланать. Çав шутран Шăмалакри Львовсем сакăр, Энтепери Исаевсем çичĕ, Лаш Таяпари Сметанинсем ултă, Çуткÿлти Федоровсем, Çĕнĕ Пăвари Крысовсем, Аслă Шăхальти Ильинсем, Аслă Елчĕкри Шаковсем пилĕкшер ача çитĕнтереççĕ.

Кил-çурт ача-пăча сассипе илемлĕ. Хамăрăн тĕпренчĕкĕмĕрсене ырă та сывă, тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерер.

Е.КАШИРИНА,
халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр специалисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code