Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пособи илме

Пособи илме

Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай паянхи кун тĕлне ачасемшĕн уйăхсерен паракан пособипе 519 çемьене тивĕçтерет. Вĕсенче 1136 ача çитĕнет. Çурла уйăхĕнче ача çуралнăшăн пĕр хут паракан пособине 1 ача амăшне тÿленĕ. Унăн виçи 17479 тенкĕ те 73 пуспа танлашать. Çавăн пекех ача çулталăк çурă тултариччен тÿленекен пособие паянхи куна 99 ача амăшĕ илет. Нумай ачаллă çемьесене ача виçĕ çул тултариччен тÿленекен пособи 91 ача амăшне тивĕçет.

Сăмах май, çакна та аса илтересшĕн: уйăхсерен ача пособине илекенсен пособие илме тивĕç пуррине шантарса çур çулта пĕрре документсем /ял тăрăхĕнчен справка, ашшĕпе амăшĕн 6 уйăх каяллахи ĕç укçин калăпăшне кăтартакан справка, 16 çул тултарнă ачасемшĕн шкулта вĕреннине çирĕплетекен справка/ тăратмалла.

Ачасене уйăхсерен тÿлекен пособи хисепĕ çемьере миçе ача, вĕсем миçе çулта, çемье хăш категорине кĕнине /тулли е тулли мар/ тата ашшĕпе-амăшĕн ĕç тупăшăнчен килет.

Çемьери вăтам тупăш Чăваш Республикинче çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен /паянхи куна 9189 тенкĕпе танлашать/ иртмесен ача укçи парăнать.

Нумай ачаллă çемьесенче ашшĕ е амăшĕ ĕç справкине тăратаймасть пулсан та вĕсене пособи пĕчĕк виçепе тÿленет.

Тĕплĕнрех пĕлес тесен 2-52-15 номерлĕ телефонпа çыхăнма пултаратăр.

М.ПАТШИНА,
социаллă хÿтлĕх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code