Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйтусене министр хуравлĕ

Ыйтусене министр хуравлĕ

Раççей Çутĕç министерствин сайтĕнче /https://edu.gov.ru// О.Васильева министр валли ыйтусем пухма ятарлă сервис йĕркеленĕ. Çынсем паракан ыйтусене министр, йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче хуравлĕ.

Ыйтусене августăн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

2019 çулхи августăн 30-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ашшĕ-амăшĕн 6-мĕш пухăвĕн Санкт-Петербургри площадкипе çыхăнăва пур регионти ашшĕ-амăшĕ тухать.

Çапла тÿрĕ калаçу вăхăтĕнче О.Васильева вĕренÿ тытăмĕнчи çивĕч ыйтусене хуравлать. Ыйтусене тÿрĕ эфирта та, ведомствăн официаллă аккаунчĕсенче те /https://www.facebook.com/minprosvet,https://vk.com/minprosvet/ пама май пур.

Мероприятие Мускав вăхăчĕпе 11.00 сехетре пуçлама палăртнă. Онлайн-трансляци йĕркелĕç, çавăнпа та ăна кирек кам та пăхма пултарĕ.

Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул министра 200 ытла ыйту панă. Вĕсенчен ытларахăшĕ чĕлхесем вĕренессипе, экзаменсем тытассипе, вĕрентекенсен ĕçĕпе тата ыттипе çыхăннисем пулнă. Ун чухнехи тÿрĕ трансляцие Çутĕç министерствин «ВКонтакте» сетьри официаллă аккаунтĕнче 200 пин çын ытла пăхнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code