Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Казаковсем палăрнă

Казаковсем палăрнă

Йăлана кĕнĕ «Çулталăкри çемье» районти ЗАГС пайĕнче иртрĕ.

Республикăра çак конкурса 2004 çултанпа йĕркелеççĕ. Малтанах вăл ял тăрăхĕсенче, унтан районсенче иртет.

Конкурсăн тĕп тĕллевĕсем — обществăра çемье авторитетне ỹстересси, культурăна аталантарассинче тата упрассинче çемье пĕлтерĕшне вăйлатасси, çемьен ырă йăли-йĕркине ăруран ăрăва парса пырасси, сывă пурнăç йĕркине аталантарасси, ачасене тĕрĕс воспитани парасси, çемьери хутшăнусен ырă тĕслĕхне сарасси, социаллă активлă çемьесене тупса палăртасси.

Район шайĕнчи конкурса кăçал Аслă Елчĕкри Людмилăпа Валерий Мешковсем, Елчĕкри Светланăпа Александр Усановсем, Кивĕ Эйпеçри Татьянăпа Валерий Казаковсем хутшăнчĕç.

Кашни çемье — хăйнеевĕрлĕ тĕнче. Вĕсен пурин те хăйĕн интересĕсем, йăли-йĕрки. Çавăнпа та кашни мăшăр хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе, ачисемпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Виççĕшĕ те ĕçчен те тăрăшуллă, çав вăхăтрах хаваслă канма та пĕлеççĕ.

Жюри тĕрлĕ енлĕ тупăшусем хыççăн Кивĕ Эйпеçри Казаковсем çĕнтерỹçĕ пулса тăнине палăртрĕ. Валерий Филаретовичпа Татьяна Дмитриевна виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Муниципалитет шайĕнче мала тухакансем республикăра хамăр район чысне хỹтĕлеççĕ. Ăнăçу сунатпăр туслă çемьене.

Н.БАЙМУШКИНА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Казаковсем район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе — экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Марина Павловăпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code