Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уявра ентешсене чысланă

Уявра ентешсене чысланă

Сентябрĕн 24-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче Паллă çынсен çулталăкне тата Елчĕк районĕ 95 çул тултарнине халалласа ентешлĕх уявĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Елчĕк ен ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов тата ыттисем хутшăннă.

Уява хутшăннă ял çыннисемпе хăнасене чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ ентешсене вăл çирĕп туслăхпа пĕрлĕхре пулса халăх йăли-йĕркине малалла тăсса пынăшăн, тăван район аталанăвĕпе социаллă пурнăçне пысăк тỹпе хывнăшăн тав тунă, ырлăхпа сывлăх суннă.

Леонард Васильевич ялти сумлă та çирĕп мăшăра Людмила Федоровнăпа Алексей Александрович Дмитриевсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орден парса чыс тунă. Таисия Христофоровнăпа Николай Иванович Ершовсем вара нумай çул пĕрле килĕшỹре пурăннăшăн ырă сăмахсене тивĕçнĕ.

Салам сăмахĕсем çумне Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова, Чăваш Енри пенсионерсен союзĕн председателĕ Валерий Семяхин, ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕсем Анатолий Князев, Владимир Меметов тата ыттисем те хутшăннă.

Тăрăшуллă ĕçпе палăрнă тĕрлĕ сферăра тăрăшакан хастарсене Юрий Карпов Елчĕк ен ентешлĕхĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, Алина Варна, Юрий Кашкăр, Антонина Лукина тата ытти юрăçсем куракансене юрă-кĕвĕпе саламланă.

Сăн ỹкерчĕкре: ертỹçĕсем Дмитриевсемпе Ершовсене саламлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code