Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шкул сакки çинчех профессиллĕ

Шкул сакки çинчех профессиллĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Мекшеев Иван Козлов вĕренекене тракторист-машинист удостоверенине панă самант

Шкул ачасене тĕрлĕ енчен аталантарни вĕсене малашлăха çирĕппĕн пусăмлама май парать. Кĕçĕннисене пĕчĕкренех пулас профессине суйлама пулăшнине тата профориентаци ĕçне явăçтарнине ырламалла анчах. Ачаран ĕçе хăнăхса ỹснисен пысăк пайĕ хăйсен пурнăçне тăван тăрăхпа çыхăнтараççех.

Шкулсенче агроклассем ĕçлени агропромышленность комплексĕ валли специалистсем хатĕрлеме çул уçать. Алла аттестат илнĕ хыççăн ĕнерхи шкул ачисем тăван хуçалăха ĕçлеме юлма та, агротехникумсемпе аграри университечĕсенче е ытти çĕрте пĕлĕвĕсене малалла ỹстерме те пултараççĕ. Çакă ял хуçалăхĕсенче специалистсем çитменнипе çыхăннă ыйтусене татса парассине те ырă витĕм кỹрет.

Александр Ефимов практика кунĕсенче Ю.Н.Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕçлесе опыт пухрĕ.

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан кăçал 4 хĕр тата 5 каччă вĕренсе тухаççĕ. Вĕсем пурте пĕлĕвĕсене агрокласра тарăнлатнă. Çавна май шкул ачисем аттестатпа пĕрле водителе тата тракториста вĕреннине çирĕплетекен документсене те алла илеççĕ. Арçын ачасем «В», «С» категориллĕ водительсем тата «В», «С», «Е», «F» категоририллĕ тракторист-машинистсем, хĕрсем вара «В» категориллĕ водительсем.

— Пирĕн шкулта агрокласс 2021 çулта ĕçлеме пуçларĕ. Маларах 1996 çулта уçăлнă професси класĕ ĕçлерĕ. Енчен те каччăсемпе хĕрсем маларах асăннă профессисене алла илесшĕн пулсан эпир вĕсене хамăр патăмăрта кĕтетпĕр, — пĕлтерет Анфиса Ефимова шкул директорĕ.

Арçын ачасем çак кунсенче Комсомольски округĕнчи «Нива» вĕренỹ центрĕнче теори, ун хыççăн Курнавăш шкулĕнче практика енĕпе экзаменсем парса тракторист-машинист удостоверенине алла илнĕ. Вĕсем хулана вĕренме каяс умĕн çуллахи каникул вăхăтĕнче тăван хуçалăхри ĕçсене хутшăнма та пултараççĕ. Чылайăшĕ вара трактор рулĕ умне ларма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code