Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ йышра — çĕнĕ вăй

Çĕнĕ йышра — çĕнĕ вăй

Ĕнер районти тĕп библиотекăра Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш созыври депутачĕсен ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Ача прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Депутатсен çĕнĕ корпусне Елчĕк район пуçлăхĕ, Елчĕк районĕн 7-мĕш суйлаври Депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Алина Васильева саламларĕ, пĕрле килĕшỹре ĕçленĕшĕн пысăк тав сăмахĕ каларĕ.

Пухăва депутатсен йышĕнчи чи аслă депутат Петр Купатшкин уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн пĕрремĕш суйлавĕнчи депутатсен умĕнче Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕ Владимир Николаев сăмах илчĕ. Вăл кăçалхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш созывĕн суйлавĕн итогĕсемпе паллаштарчĕ, депутатсене савăнăçлă лару-тăрура удостоверенисем парса чысларĕ.

Ун хыççăн депутатсем Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн председателĕ пулма Вячеслав Сядукова çирĕплетрĕç. Унăн çумĕ пулма Владимир Рахмуллина, секретарь пулма район администрацийĕн йĕркелỹ ĕçĕн пайĕн начальникне — райадминистраци ĕçĕсен управляющине Ирина Аникинăна шанчĕç.

Малалла экономика политикипе, бюджетпа тата налукпа, социаллă политикăпа, сывлăх сыхлавĕпе, культурăпа, вĕрентỹпе, саккунлăха тата право йĕркине çирĕплетессипе, вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене пуху умне кăларас умĕн пăхса тухакан яланхи комиссисен членĕсене тата ертỹçисене суйласси тĕп вырăнта пулчĕ.

Чăваш Республикин 2022 çулхи мартăн 29-мĕшĕнчи 31 номерлĕ «ЧР Елчĕк районĕн муниципалитет пĕрлешĕвĕсене улăштарасси çинчен калакан» тата Чăваш Республикин «ЧР муниципалитет пĕрлешĕвĕсен чиккисене палăртасси тата вĕсене хула, ял тăрăхĕн, муниципалитет районĕн, хула округĕн статусне парасси çинчен» саккунне пурнăçлассипе çыхăннă тĕрлĕ йышăну турĕç.

Депутатсен йышне Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ăшшăн саламларĕ, муниципалитет округне аталантарас ĕçре ăнăçусем тата çитĕнỹсем сунчĕ.

— Сире халăх шанать, хисеплет. Эппин çак шанăçа малашне те тỹрре кăларас тесе халăх ырлăхĕшĕн, муниципалитет пĕрлĕхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшмалла. Чи кирли — çынсем çĕклекен ыйтусем патне тимлĕ пулса вĕсене тивĕçлĕ татса пама пултармалла.

«Халăх тарçисене» çавăн пекех Чăваш Республикин Ача прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова та саламларĕ. Вăл депутатсен корпусне муниципалитет округĕ умĕнчи задачăсене, республика тата Раççей правительствисем граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырас енĕпе палăртакан тĕллевсене пурнăçланă чух ăнăçлă та тухăçлă ĕçлеме сĕнчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: депутатсен çĕнĕ йышĕ ертỹçĕсемпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code