Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Парнесемпе» таврăннă

«Парнесемпе» таврăннă

Павел Гаврилович Гаврилов Тăрăм ялĕнче 1913 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан колхозра ĕçленĕ. Вăрçă умĕн Елчĕкри РАФОра аслă налук инспекторĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

1942 çулхи август уйăхĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăнă – çак вăхăтран пуçласа 1943 çулхи февраль уйăхĕччен виççĕмĕш минометсен дивизинче /«Катюшăсем»/ фашистсене хирĕç çапăçнă. Дивизи 2-мĕш Украина фронтĕнче пулнă. 1943 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулхи январь уйăхĕччен 1-мĕш Украина фронтĕнче, 5-мĕш армине кĕрекен 25 гварди дивизийĕнчи стрелоксен 287 полкĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Çак вăхăтра Павел тете икĕ хутчен аманса госпитальсенче сипленет.

Паттăр салтака Мухтав /III степень/, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин /II степень/ орденĕсемпе, «Хăюлăхшăн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе чысланă. Вăрçăран вăл «парнесемпе» – хулпуççи тата çурăм çинчи осколоксемпе таврăннă.

Вăрçăра коммунистсен партийĕн ретне тăнă. 1946-1948 çулсенче «Вперед» колхозра бригадир, 1948-1956 çулсенче колхоз председателĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа, чыслăн пурнăçланă. Пенсие тухиччен хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Темиçе хутчен те ревизи комиссийĕн председателĕ, колхоз правленийĕн членĕ пулнă. 1990 çулта пурнăçран уйрăлнă, ял масарĕнче канăç тупнă.

А.СОРОКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code