Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăна хушма укçа килĕ

Республикăна хушма укçа килĕ

Нарăсăн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев Мускавра РФ промышленность тата суту-илÿ министрĕпе Денис Мантуровпа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕл пулура республикăн 2024 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине пурнăçлас ыйтусене сÿтсе явнă.

Тĕл пулу çинчен Олег Николаев кĕçнерникун ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче каласа панă. Асăннă программăн РФ Правительствинчи кураторĕпе Денис Мантуровпа уйрăм мероприятисене, регион аталанăвĕн уйрăм çул-йĕрĕсене, республика резервĕсене тата конкурентлăх майĕсене тишкернĕ. Министр шучĕпе, Чăваш Енĕн IT-технологисен сферинчи майсем анлă – энергетикăпа промышленноçри киберхăрушсăрлăх центрне йĕркелеме пулать. Вăл çавăн пекех альтернативлă энергетикăна аталантармалли майсене те палăртнă.

Раççей Правительствин резерв фондĕнчен электричество транспорчĕн паркне çĕнетме хушма укçа уйăрассине тишкернĕ. Çĕнĕ троллейбуссем пулĕç. Общество транспорчĕ валли 1,2 миллиард тенке яхăн килĕ. Олег Николаев аталану программине хатĕрлесе çитерес енĕпе малалла ĕçлемеллине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code