Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх ыйтăвне вăхăтра татса памалла

Халăх ыйтăвне вăхăтра татса памалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç.

Канашлу хальхи вăхăтра халăха вирлĕн калаçтаракан çивĕч ыйтуран — сĕтĕн сутлăх хакĕ кунран-кун йỹнелсе 15 тенкĕ таран чакса ларнинчен пуçланчĕ. Сăлтавĕ вара пуриншĕн те паллă — юлашки вăхăтра Раççее ют çĕршывран типĕтнĕ сĕте 15 процент, услам çăва 22 процент ытларах кỹрсе килме пуçлани. Продукципе Аргентина, Турци, Уругвай тата ытти çĕршывсем тивĕçтереççĕ. Беларуçри суту-илỹ биржинче типĕтнĕ сĕтĕн курттăммăн сутмалли хакĕ 1 килограмĕ 120 тенкĕ, услам çăвăн 240 тенкĕ йỹнелнĕ. Сĕт йỹнелнин тепĕр сăлтавĕ — иртнĕ çул çĕршывра типĕтнĕ сĕтпе услам çăвăн интервенцине ирттерменни. Чылай сĕт компанийĕ ун çине шанни усăсăр пулнă. Маларах асăннă продуктсене патшалăх резервĕ валли туянманни, Беларуç Республикинчен сĕт юр-варне йỹнĕпе турттарни, республика тулашĕнчи тирпейлекен предприятисем (халăхран пухакан сĕтĕн пысăк пайĕ ытларах унта каять) хака юриех хăпартманни вырăнти чĕр тавара йỹнетет. Йывăр лару-тăруран тухас тесен Раççей Ял хуçалăх министерстви çирĕп аталаннă хушма хуçалăхсене фермера куçма, ял хуçалăх потребитель кооперацийĕсене пĕрлешме, сĕт тирпейлессине вырăнта аталантарма сĕнет.

— Ял çынни ĕне усраса пус çумне пус хушса алă çавăрса пырас тет. Ĕне усрани тупăшлине кура чылай çемье пуçĕ юлашки вăхăтра аякри регионсене ĕçлеме çỹреме пăрахрĕ, çавна май районти ялсенче пĕрре е икĕ, е унтан та ытларах ĕне тытакансен шучĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Мĕншĕн хакламастпăр халăхăн ĕçне? Кил хуçалăхĕнче пухакан сĕтĕн сутлăх хакĕ паян 15 тенкĕпе танлашать. Иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 7 тенкĕ йỹнĕрех вĕт, лавккасенче вара сĕт хакĕ хаклансах пырать. Ĕне усрасси çăмăл маррине пурте пĕлетпĕр. Мĕнле пурăнмалла кун пек халăхăн? Ĕне тытни тăкаклă, енчĕке пушатма анчах пулăшать пулсан кĕçех ялсенче ĕне тытакансем тăрса та юлмĕç акă. Ыйтăва татса памаллах, йывăрлăхран тухма тăрăшмаллах пирĕн, — пăшăрхансах пĕлтерчĕ район пуçлăхĕ сĕт хакĕ сасартăк чакса кайни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулнине пĕлтернĕ май. Çивĕч, халăха пăшăрхантаракан ыйтăва хускатса çак кунсенче сĕт пуçтаракансемпе тĕл пулса калаçмаллине, ыйтăва халăх майлă татса пама çул-йĕр шырамаллине палăртрĕ Николай Петрович.

Кашнине пăшăрхантаракан, пуриншĕн те çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтăва та çĕклерĕ район пуçлăхĕ. Пурнăçăн хăйĕн саккунĕ. Вăхăт çитсен пиртен кашниех ку пурнăçран уйрăлса тепĕр тĕнчене куçать. Ĕмĕрлĕхе куç хупнă çывăх çыннисене тирпейлесе пытарса юлашки çула ăсатасси çывăх тăванĕсен тĕп тивĕçĕ пулса тăрать. Анчах та йăла-йĕркене пăхăнса пытарас ĕçре пысăк хуйхă йăтăнса аннă çын умне тепĕр чăрмав — вилнĕ çынна район тулашĕнчи больницăна кастарма илсе кайса килесси — тухса тăрать. Çын вилни кану кунĕсемпе пĕр килсен лару-тăру пушшех те йывăрланать. Чылайăшĕ çак тĕллевпе автомашина шыраса хăшкăлни те вăрттăнлăх мар. Хуласенче вилнĕ çынна тирпейлесе пытарма тăванĕсене ритуаллă пулăшу сĕнекен организацисем пулăшаççĕ, катафалкпа тивĕçтернисĕр пуçне ытти ĕçсене те пурнăçлаççĕ. Çакăн евĕр сĕнỹ пулчĕ канашлура. Тен, катафалкпа тивĕçтерес ĕçре вырăнти халăха ритуаллă пулăшу паракан Леонид Григорьев уйрăм предприниматель алă тăсса пама, йывăр лару-тăруран тухма май парĕ? Пулăшăвăн асăннă тĕсне ĕçе кĕртни питех те вырăнлă пулĕ.

Кирек хăш çынна та йывăр вăхăтра пулăшмаллине, халăха мĕн пăшăрхантарнине вăхăтра курса унăн нушине кĕске хушăра татса памаллине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Район шайĕнче калаçтаракан тепĕр ыйту та çивĕч. Иртнĕ çул районти хăш-пĕр хуçалăх хĕвелçаврăнăш çитĕнтернĕ. Анчах та пĕлтĕрхи çут-çанталăкăн йывăр условийĕсене пула чылайăшĕ çак культурăна вăхăтра пухса кĕртеймен. Асăннă ĕç хăш та пĕр хуçалăхсенче паян та вĕçленмен-ха. Район ертỹçи хуçалăх ертỹçисене малашлăха курса ĕçлемелли, вырăнта ăнăçлă çитĕнекен культурăсене анчах çитĕнтермелли пирки асăрхаттарчĕ.

Канашлура Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова сăмах илчĕ. Вăл пуçтарăннисене Елчĕк районĕнчи санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ пирки каласа кăтартрĕ, иртнĕ çула пĕтĕмлетсе чир-чĕрпе кĕрешес енĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçлани пирки отчет туса пачĕ.

Иртнĕ шăматкун Лаш Таяпа ялĕнче Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса иртнĕ ăмăрту (ун çинчен паянхи номерĕн 4-мĕш страницинчи «Пĕртăвансене асăнса» статьяра вуласа пĕлме пулать) çинче те чарăнса тăчĕç канашлăва хутшăннисем. Çакăн евĕр спорт кунĕсене йĕркелени çамрăксемшĕн питĕ усăллă пулнине каларĕç ертỹçĕсем.

Умра — Раççей Президенчĕн 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче иртекен суйлавĕ. Ăна тивĕçлĕ шайра ирттерсе ярасси — пирĕн кашнин тĕп тивĕçĕ. Елчĕк тата Тăрăм ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Юрий Блиновпа Алексей Трофимов хăйсен ял тăрăхĕсенче суйлава хатĕрленес енĕпе ĕçсем мĕнле пыни пирки каласа кăтартрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, Елчĕк районĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Леонард Левый суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче туса ирттермелли ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ, суйлав участокĕсене хатĕрлес енĕпе пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code