Суббота, Июнь 6, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Ĕçе уççăн йĕркелемелле

Ĕçе уççăн йĕркелемелле

Федерацин 2124-мĕш номерлĕ «Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн патшалăх, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, организацисемпе обществăлла пĕрлешÿсен, должноçри çынсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки оперативлă сведенисем илме ирĕк пур.

Çакă маларах асăннă органсем ĕçе уççăн йĕркеленине çирĕплетет. Вĕсен хăйсен официаллă сайтне муниципалитетăн право акчĕсен проекчĕсен тексчĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем йĕркеленĕ тата ытти тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсем пирки пĕлтерекен сведенисене, саккунра палăртнă ытти информацие вырнаçтармалла.

Çак йĕркесене пăхăнманни федерацин «Коррупцие хирĕç тăрасси çинчен» саккунне хирĕçлет. Саккуна пăхăнманнисене вара пуçран шăлмаççĕ.

Г.ЧЕРНОВА,
Елчĕк район сучĕн председателĕн пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code