Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 100 çул тĕлне – 100 ытла ача

100 çул тĕлне – 100 ытла ача

Республикăри шкулсенче кĕçĕн классенче вĕренекенсен йышĕнче тăван чĕлхепе тата литература вулавĕпе ăс-тăн вăййисем иртнĕ.

Чăваш тата тутар чĕлхипе литературине халалланă ăмăртусене тăваттăмĕш класра вĕренекен 103 ача хутшăннă. Чăваш чĕлхине пĕлессипе наци шкулĕсен йышĕнче Патăрьел тата Елчĕк районĕсен, вырăс шкулĕсен йышĕнче Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисен тата Муркаш районĕн ачисем малти вырăнсене йышăннă. Чăваш литература пĕлĕвĕпе Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Вăрнар, Элĕк тăрăхĕсенчи шкулсен ачисем палăрнă. Аса илтеретпĕр, кĕçĕн классен ăс-тăн 25-мĕш вăййисене Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Сăмах май, çитес вĕренÿ çулĕнче Чăваш Енре 17 пин вĕренекен пĕрремĕш хут парта хушшине ларать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code