Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Районта — врачсен бригади

Районта — врачсен бригади

Иртнĕ çултанпа республикăра «Мобильлĕ поликлиника» проект ĕçлет.

Унпа килĕшỹллĕн, республикăри клиникăсен ятарлă специалисчĕсем ялсене тухса çỹресе çынсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Иртнĕ çул, акă, республикăри 9 пине яхăн ял çыннин, вăл шутран 3 пин ачан сывлăхне тĕрĕсленĕ. 155 çынна пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ кирлине палăртнă.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн Владимир Викторовăн пуçарăвне ырласа, ял çыннине ятарлă медицинăпа санитари пулăшăвĕ парас тĕллевпе района та врачсен мобильлĕ бригади килсе кайнă. Пĕр кунтах тĕрлĕ профильлĕ врачсем патĕнче 229 ял çыннин, вăл шутран 84 ачан сывлăхне тĕрĕсленĕ.

Пациентсем хулари тухтăрсем яла килсе çỹрени ырă пулăм пулнине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code