Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çырав пысăк яваплăх ыйтать

Çырав пысăк яваплăх ыйтать

Кăçалхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ял тăрăхĕсенче адрес хуçалăхне йĕркелессипе мĕнле ĕçленине район администрацийĕн пуçлăхĕ çирĕп контроле илнĕ.

Патшалăх статистикин территори органĕн тытăмĕнчи регистраторсем Елчĕк районĕнче йĕркелесе ирттернĕ инвентаризаци кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес пулсан, урамсемпе пăралуксен ячĕсене палăртакан аншлагсене /28/, çуртсен номерĕсене /646/ вырнаçтарса-йĕркелесе çитерме хушу панă.

Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче шăпах çак ĕçсене пурнăçлассипе тимлеççĕ. Унсăр пуçне, нумайăшне тăтăш калаçтаракан ыйтусенчен пĕри вăл – урамсене çутăпа тивĕçтересси. Асăннă ыйту пирки Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерессипе ĕçлекен районти комиссин ларăвĕнче те сÿтсе явнă.

А.БЫКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code