Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ырă пăр» турнирĕнче

«Ырă пăр» турнирĕнче

Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» пăр керменĕнче «Ырă пăр»-2020» Кубока çĕнсе илессишĕн регион тапхăрĕнчи пĕрремĕш турти хоккей вăййисем иртнĕ.

Турнирта тупăшнă «Яманчурино» команда /2009-2010 çулсенче çуралнă арçын ачасем/ Юрий Рахмуллинпа Вадим Иванов тренерсем ертсе пынипе «Канаш» тата «Цивильск» командăсене нимĕнле шанăç та хăварман – 15:1, 11:0 шутпа çĕнтернĕ. Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртри командăпа иртнĕ тĕл пулу вара Елчĕксемшĕн йывăртарах килнĕ, 2:5 шутпа выляса янă. 1-мĕш тур пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн икĕ команда та çурма финала тухнă, 120 пин тенкĕлĕх коньки хăйрамалли станок сертификатне тивĕçнĕ. 2-мĕш тур юпа уйăхĕнче иртет.

Команда представителĕсем ăмăртăва хутшăнма пулăшнă ашшĕ-амăшне, Лаш Таяпари шкул администрацине тав тăваççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code