Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Экономика хăватне ỹстерĕ

Экономика хăватне ỹстерĕ

Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2025-2030 çулсенчи уйрăм программин тĕллевĕ — регионăн экономика вăй-хăвачĕпе тухăçлă усă курассине тата малашлăхне анлăлатасси, унăн конкурентлăхне ỹстересси.

Программа çак çул-йĕре тĕпе хурать:

— регион экономикин тирпейлекен секторĕнче технологи производствисене аталантарасси (çакă çĕнĕ технологисене çул парса пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, мĕнпур шайри бюджетсене налук укçи-тенкине кĕртме май парĕ);

— туса кăларакан промышленноçпа ял хуçалăхне аталанма май паракан çĕнĕ отрасльсем йĕркелесси (импорта улăштарас ыйтăва татса пама тата регион экономикин конкурентлăхне ỹстерме пулăшĕ);

— туризма аталантарасси;

— тухăçлă ĕç укçипе тивĕçтерекен çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси (халăхăн миграци юхăмне чакарма, кадр дефицичĕн ыйтăвне татса пама, Чăваш Республикин бюджетне кĕрекен налук укçи-тенкине ỹстерме май парĕ);

Программăна пурнăçа кĕртнĕ май предприятисен çĕнĕ технологи оборудованийĕ туянас тăкакăн пĕр пайне саплаштарас тĕллевпе субсиди уйăраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code