Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Стартра – пенсионерсем

Стартра – пенсионерсем

Елчĕкри тĕп лапам çумĕнчи культурăпа кану паркĕнче пенсионерсен районти ăмăртăвĕ иртнĕ. 55 çултан каçнă хĕрарăмсем, 60 çула хыçа хăварнă арçынсем 400 метра скандинави мелĕпе утассипе тата 800 метра чупассипе тупăшнă.

Асăннă дисциплинăсенче Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн чысне хÿтĕленĕ Эльвира Иванова, Владимир Матвеев, Валентина Николаева çĕнтернĕ. Çапла майпа командăсем хушшинче те Кĕçĕн Таяпасене çитекен пулман. Призерсен йышĕнче вара Елчĕксемпе Курнавăшсем. Пьедестал çине хăпарнисене районти пенсионерсен союзĕн /председателĕ – Вера Васильева/ дипломĕсемпе тата хаклă парнисемпе чысланă, Анатолий Тимофеев çыравçă хăйĕн кĕнекисене парнеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code