Республикăра кăçалхи бюджета кĕртме сĕнекен улшăнусене палăртнă.
Бюджетăн тупăш пайĕ 6,1 миллиард ытла тенкĕ хушăнасси паллă. Хушăмăн тĕп пайĕ – федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕ. Унăн пысăк пайне социаллă сферăна /вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура, спорт валли, ачаллă çемьесене, граждансен ытти категорине пулăшма/ ярĕç.