Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕ пулар!

Тимлĕ пулар!

Шыв-шур вăхăтĕнче, пăр тапраннă тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулмалла!

Çапларах асăрхаттараççĕ халăха Чăваш Республикинчи гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн ĕçченĕсем.

Инкексен пысăк пайĕ ытларах чухне хамăрăн тимсĕрлĕхе пула, вак-тĕвек ĕçсене вăхăтра пурнăçламаннипе те пулать. Çурхи ейÿ тапхăрĕнче уйрăмах тимлĕ пулар. Ачасене пăр çине кĕме, юхан шывсемпе кÿлĕсен çывăхне пыма юраманни пирки асăрхаттарсах тăрар.

Инкексен вăхăтĕнче «101» е «112» номерпе шăнкăравламаллине асра тытăр.

В.РЫБКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code