Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăмака пушар çăл куçĕ те…

Кăмака пушар çăл куçĕ те…

Çапла, юсавсăр кăмака пысăк инкек патне те илсе тухма пултарать. Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи маларах шкул общежитийĕ шутланнă никам пурăнман 2 хутлă кирпĕч çуртра пушар тухнă. Унта пурăнма условисем те çук. Анчах кăмака пулнăран-и, унта Л. гражданин ăшă вырăн тупнах.

Хайхискер хĕллехи тĕп çăлăнăçа хутса ярать те, ăшши часах ан çухалтăр тесе ваткăллă утиялпа хупласа хурать. Хăй тутлă ыйха путнă май пÿлĕме çулăм ярса илет. Юрать-ха вăхăтлă вăранса упаленсе тухса ÿкме пултарнă урама.

Пушар кÿнĕ сиен 27 пин те 560 тенкĕпе танлашнă. Кирпĕчĕсем хускалнă, тĕл-тĕл çурăлнă кăмака пурлăхне кăна мар, «хуçине» тĕп тума пултарнă. Л. тĕлĕшпе вара административлă ĕç пуçарнă.

Аса илтеретпĕр: пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманнисене – уйрăм çынсене 4 пинтен пуçласа 5 пин тенкĕ таран, должноçрисене 40 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 350 пинрен пуçласа 400 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.

Юсавсăр кăмака – пушар çăл куçĕ. Хутнă кăмакана ачасене шанса тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Чĕртнĕ чухне бензин-краççын таврашĕпе пачах усă курма юрамасть. Тĕтĕм çулне йĕркелес тĕллевпе газ каналне ĕçе кĕртес тени те йăнăшлăх.

Пушар хăрушлăхĕ сиксе тухас пулсан 01 е 101, 112 номерлĕ телефонсемпе пĕлтермелле.

А.САЙКИН,
пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ-патшалăх тĕп инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code