Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Почта çыхăну ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ чакман

Почта çыхăну ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ чакман

Пирĕн çĕршыври кашни гражданин пенсие е ытти социаллă тÿлевсене мĕнле мелпе илессине – финанс организацийĕсем е Раççей почти урлă – хăй кăна татса парать.

Чăваш Енри пенсионерсен виççĕмĕш пайĕнчен ытларахăшĕ ?100 пин ытла/ пенсие почта çыхăнăвĕ урлă илсе тăрать. Çавна май пирĕн корреспондент Елчĕкри почтамт начальникĕпе Алина Головинăпа тĕл пулнă, пенси е ытти япаласем кÿрсе парассин ĕçĕ-хĕлĕпе пахалăхĕ пирки калаçнă.

– Алина Федоровна, информаци технологийĕсен тата укçасăр расчет ĕмĕрĕнче те чылай пенсионер унчченхи пекех почтăна мала хурать? Мĕншĕн?

– Ман шутпа, пенсие почта урлă пани чи шанчăклă мел. Раççей почти – патшалăх компанийĕ, наци почтин операторĕ, вăл нумай социаллă ĕçсене пурнăçлать, çапла вара шанчăклă предприяти. Районта пурăнакансем пирĕн патăмăрта счетсене, штрафсене, налуксене тÿлеççĕ. Эпир клиентсен умĕнчи хамăрăн тивĕçсене туллин пурнăçлатпăр.

Аслă ăрури çынсем пенсийĕсене почта урлă илни хăрушă мар тата комфортлă та. Сире пенсие эсир лайăх паллакан почтальон кирек мĕнле çанталăкра та палăртнă кун, палăртнă вăхăтра килсе парать. Эсир ăна ют çынсемсĕр, алăран илетĕр. Сире пенси мĕн чухлĕ пулнине çирĕплетекен хут документ параççĕ. Çак та пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ватăсен астăвăмĕ те чакма пултарать. Çавăн пекех укçа-тенкĕне тĕрĕс куçарнине тĕрĕслеме те май пур.

Çакна та асра тытар: почта хальхи пурнăç таппипе тан пыман пенсионерсемшĕн, сусăрсемшĕн тата ытла та ĕçлĕ çынсемшĕн уйрăмах меллĕ. Пирĕн почтальонсем счетсене пырса панипе пĕрлех вырăнтах газшăн, электричествăшăн, шывшăн тата ытти тÿлевсем йышăнаççĕ.

Тепĕр тĕп сĕм пирки палăртмасăр иртес мар. Пенсионер укçана банк карттипе илет пулсассăн унăн ăна укçана куçарас енĕпе проблемăсем сиксе тухаççĕ. Ялсенче банкоматсем çук, почта çыхăну уйрăмĕсенче вара укçана илме те, карта çине хума та майсем пур.

– Эпир район çыннисен ыйтăвĕсене яланах мала хуратпăр. Çавăнпа та хаçат вулаканĕсене хумхантаракан ыйтусем пире те интереслентереççĕ. Калăпăр, пенси панă кун ватă килте пулаймасть. Кайран ăна мĕнле илмелле унăн?

– Енчен те пенси памалли кун эсир килте пулмасан ăна тÿлев тапхăрĕнче, уйăхăн 24-мĕшĕччен, кирек хăш кун та илме пултаратăр. Почта çыхăну уйрăмне шăнкăравласа ямалла та хăçан илме пултарнине калаçса татăлмалла.

Енчен те эсир хăвăр пенсине илме урăх çынна доверенность çырман пулсан та кулянма кирлĕ мар. Укçа-тенкĕ ниçта та çухалмасть, пĕр шухăшсăрах тепĕр уйăхра тÿрех икĕ тÿлев илме пултаратăр.

– Алина Федоровна, пенсионер пĕр адреспа пропискăра тăрать, хăй вара урăх çĕрте, хĕрĕ патĕнче пурăнать. Унăн пенсине ăçта параççĕ?

– Саккун тăрăх страхлав пенсине регистрациленĕ вырăнтан илмелле. Пенсионер заявленийĕ тăрăх пурăнакан вырăна та килсе паратпăр.

– Ватă аслашшĕ аллине амантнă, пенси илнĕ чухне те, доверенность çине алă пусаймасть. Кун пек чухне мĕн тумалла?

– Ку йывăрлăхран тухма кăткăс мар. Сывлăхне е ытти сăлтавсене пула пенсионер укçа илнĕ чухне алă пусаймасть пулсассăн, вăл ыйтнипе тăванĕ е урăх çын ?калăпăр, кÿрши/ кам пулнине çирĕплетекен документ кăтартсан илме пултарать. Почтальон кун пирки документра та палăртать.

– Пĕрисен асламăшĕ Шупашкар больницинчех сипленет. Кайран унăн пенсие почтăна кайса илмелле-и е почтальон килне пырсах парать?

– Кун пек чухне чи малтан асламăшĕ килте пулайманнине почта çыхăну уйрăмĕн начальникне шăнкăравласа пĕлтермелле. Пенси илмелли куна куçарма, çавăн пекех тепĕр уйăхра илме те пултарать. Е тата асламăшĕ стационартах сирĕн çине доверенность çырма пултарать. Ăна, паллах, тĕп врачăн алă пусса çирĕплетмелле.

– Алина Федоровна, тепĕр пенсионерăн ыйтăвĕ те кăсăклă. Вăл 2 çул каялла кредит илнĕ те пенсие банка куçарнă. Çулла вара ялта пурăнать. Пĕчĕк ялсенче банкоматсем те, укçасăр расчет тÿлевĕсем те çук. Укçа илессишĕн район центрне кайма та çăмăл мар ăна. Çуллахи тапхăрта пенсие почта урлă, хĕлле каллех малтанхи мелпех илме пултарать-и вăл?

– Пенси паракана кирек хăш самантра та ылмаштарма пултараççĕ. Ун пек тăвас тесен РФ Пенси фончĕн вырăнти уйрăмне çырупа тухмалла. Заявление заказлă çырупа та, кайса пама та пулать. Заявленийĕн бланкне почта çыхăну уйрăмĕсенче тÿлевсĕрех параççĕ.

– Енчен те урăх района куçса кайсан пенсие унта мĕнле куçармалла?

– Эсир хăш урама е хăш хулана куçса кайни темех мар, сирĕн РФ Пенси фончĕн вырăнти уйрăмне пырса урăх почта çыхăну уйрăмне куçассине пĕлтерсе заявлени çырмалла кăна.

– Алина Федоровна, çул çинче сирĕн сотрудникпе мĕн те пулин сиксе тухас пулсан тата?

– Пенсие почта урлă илессине палăртнă чухне эсир заявление конкретлă почтальон ячĕпе мар, Раççей почти ячĕпе çыратăр. Çавăнпа та пенси тÿлевне çитерессине предприяти пĕтĕмпех хăй çине илет. Раççей почти укçа-тенкĕре кирек хăçан та вăхăтра та тулли илсе çитерĕ. Уншăн пăшăрханма кирлĕ мар.

Çакна та хушса каласшăн: Раççей почти инфекци чир-чĕрĕсенчен хÿтĕленсе мĕнпур ватăна килтех, почтальонран кăна пенси е ытти социаллă тÿлевсем илме сĕнет. Коммуналлă пулăшусемшĕн кăна мар, çитес çур çул валли хаçат-журнал çырăнма та, страхлама та меллĕ. Вĕсемсĕр пуçне посылкăсене, куллен кирлĕ таварсене те килех пырса параççĕ. Çак çăмăллăхсемпе пенсионерсем кăна мар, çамрăк çемьесем те усă курма пултараççĕ. Почтальона киле чĕнес тесен Чăваш Республикинчи УФПСн хĕрÿ линийĕн 8?8352/ 63-62-12 номерлĕ телефонĕпе шăнкăравламалла.

– Алина Федоровна, тĕплĕ калаçушăн пысăк тав.

– Сире те тав.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code